Суббота, 19 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăнара — хыпарçăсем

Хăнара — хыпарçăсем

Шăпах пĕр эрне каялла, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче, Елчĕкри культура керменĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн кунĕ иртрĕ.

Тĕл пулăва хаçат вулаканĕсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Вĕсен умĕнче округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская тухса калаçрĕç.

— Хыпарçăсем чăвашлăха аталантарассинче пысăк тỹпе хываççĕ, — терĕ Владимир Арсеньевич, — паянхи мероприяти те çавнах çирĕплетет. Тĕрлĕ социаллă сеть урлă та эпир нумай информаци илетпĕр, анчах вăл хаçат шайне пурпĕрех лараймасть.

Виктория Анатольевна «Хыпар» хаçатăн кун-çулĕ, коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă май, пуçарусем пирки те пĕлтерчĕ. Иртнĕ çул вĕсем «Медиа-Хыпар» студентсен отрядне йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра «Çамрăксен хаçачĕпе» ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕсен çумĕнче медиастуди уçасшăн.

Чăваш халăх хаçачĕн пĕчĕк, анчах пĕлтерĕшлĕ уявĕнче хаçат-журналпа паллашма, «Хыпара» тата унăн кăларăмĕсене çырăнма, викторинăна хутшăнма май килчĕ. Хаçатлă пулнисем хушшинче лотерея вылявĕ те йĕркелерĕç. Хастар почтальонсене «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав хучĕсемпе чыслани те пĕлтерĕшлĕ.

Тĕл пулура «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова та сăмах илчĕ. Вăл вырăнти издани пирки анлă презентаци туса паллаштарчĕ.

Хаçат тусĕсене Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил», Патреккелĕнчи «Илем» ансамбльсем, Геннадий Борисов, Вера Панкратова тата тĕп хуларан килнĕ юрăçсем — Валентина Архилина, Леонид Захаров, Зоя Васильева савăк юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code