Январĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен пынă Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрĕ вĕçленнĕ.
Пĕтĕмлетỹрен çакă курăнать: олимпиадăсене округри çичĕ шкулти 32 ача 16 предметпа хутшăннă. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти Матвей Петров (наставникĕ — Сергей Долгов) технологи предмечĕпе çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Сергей Витальевичăн тепĕр вĕренекенĕ — Сергей Баймушкин çак дисциплинăрах призер. Асăннă шкулти Даниил Патшин астрономи, Герман Кузьмин обществознани, Роман Фомкин экологи предмечĕсемпе призерсен йышне кĕме пултарнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Никита Жуков (физкультура), Аслă Елчĕкри Денис Долгов та (истори) вĕсен ушкăнĕнче.