Пятница, 25 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Арçын ĕçĕ тесе тăман»

«Арçын ĕçĕ тесе тăман»

Тăрăм ялĕнче пурăнакан Зинаида Ефимова ыран 94 çул тултарать. Маларах ăна, тыл ветеранне, «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç. Çавăн чухне унпа сăмахлама май килчĕ.

— Тăван ялтах пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ эпĕ, — иртнине аса илет Зинаида Георгиевна. — Аттене, Багадеров Георгий Филимоновича, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех повестка пачĕç. Ун чухне атте Ĕнелте пурăнакан кукка (Кузьмин) патне сыв пуллашма кĕрсе тухасшăнччĕ — ял Совет председателĕ ирĕк памарĕ. Çак самант та халĕ те ман чĕререн тухмасть.

Аттем вара вăрçăран сывах таврăнчĕ. Часах пулмасан та, 1947 çулччен кĕтсе илтĕмĕрех. Фронтри лару-тăру çинчен час-часах каласа паратчĕ вăл, эпĕ паян çавна ачасем, мăнуксем патне çитеретĕп.

Çывăх çыннăм вăрçăра сапер пулнă. Пĕр çапăçура пуля аттен кăкăрне лексе хул кĕлеткине йывăр амантать. Çавна май Ярославльти, Иркутскри госпитальсенче вăрах сипленме тивет унăн.

Ялта ачасем нихăçан та ĕçсĕр ларман. Эпĕ те пĕр кун та юлман, анчах уншăн ĕç кунĕ çеç çырнă. Çамрăксемпе тырă вырнă, каçхине йĕтемре вăй хунă. Сăвăрнă тырра михĕсене тултарса виçе çине, унтан кĕлете йăтнă. Çăмăл тесе кам калĕ? Йывăр ĕçре çамрăк шăм-шака пайтах авнă.

Хĕр шутне кĕрсен Çĕнĕ Пăва, Çуткỹл енчисемпе Ленинграда стройкăна тухса кайрăмăр. Пиçĕхнĕ пуль çав, йывăр ĕçрен хăраман, арçын ĕçĕ тесе те тăман: кирпĕчне те, растворне те йăтнă. Укçи-тенки вара алă çавăрса ямалăх та çитетчĕ. Унтан таврăнсан пĕр вăхăт Елчĕкри крахмал заводĕнче ĕçлерĕм.

1953 çулта ял каччипе, Сергей Ефимовпа, çемье çавăртăмăр. Çавăн хыççăн пĕтĕм пурнăçа тăван колхозпа çыхăнтарнă. Пурнăçламан ĕç те юлман ĕнтĕ. Упăшка тимĕрçĕ ĕçĕнчен уйрăлман.

Улăм хушăкĕ купаланине каласа парам-ха тата. Стогометатель пулман вĕт малтан — пĕтĕмпех алăпа майлаштарнă. Çỹллĕшĕ 7-8 метра, тăршшĕ 30-40 метра çитетчĕ улăм ури. Тỹп-тỹрĕ пулмалла вăл. Бригадир тĕрĕслесех тăнă. Хушăк çỹлелле хăпарнă май улăма чикмек çине тăрса вăрăм сенĕкпе панă. Хушăка вăйлă çил сирсе ан ывăттăр тесе йĕпетнĕ ыраш улăмĕнчен явнă ленкере (вĕрен) урлă ярса çирĕплететтĕмĕр. Серафима Енедерова, Нина Багадерова, Зинаида Енедерова тата эпĕ йĕркелеттĕмĕр çак ĕçе. Иван Багадеров фронтовик-бригадир ялан мухтатчĕ вара пире.

Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстертĕмĕр эпир. Хуняма та пирĕн çемье йышĕнче пулнă — 42 çул пĕр чĕлхерен пурăнтăмăр. Халĕ манăн сакăр мăнук, 11 кĕçĕн мăнук. Шел, мăшăрăм 22 çул каяллах пурнăçран уйрăлчĕ. Аслисем — хĕрĕмпе ывăлăм та çук ĕнтĕ. Халĕ Миша ывăлăмпа пурăнатăп. Вăрçи кăна часах пĕттĕрччĕ…

Людмила ЕНЕДЕРОВА калаçнă.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code