Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Снаряд ванчăкĕсемпе — хуларан хулана

Снаряд ванчăкĕсемпе — хуларан хулана

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканăн кун-çулĕ никамăн та пĕрешкел çырăнмасть. Паттăр ентешсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçнă май расналăха асăрхатăн та.

Курнавăш ялĕнче çуралса ỹснĕ 28 çулхи Илья Савастьяновăн шăпи те хăйне евĕрлĕ.

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне вăл мобилизаци йĕркипе тăнă. Çар пурнăçĕн хăнăхăвĕ вăл тапхăра иксĕлменех: сроклă службăна Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинчи шалти ĕçсен çарĕнче ирттернĕ вăл. Аслă пулеметчик тивĕçне çулсем хыçа юлнă май тепĕр хутчен пурнăçлама тивнĕ. Ульяновск çывăхĕнче икĕ уйăхлăх хатĕрленỹ тапхăрĕ вĕçленсен чăваш ачисенчен тăракан мотострелоксен батальонне Запорожье облаçне ăсатнă. Вăл йышра Елчĕксем те сахаллăн мар.

Пĕрремĕш çапăçăва хăçан, ăçта кĕнине ыйтсан Илья çапларах хуравларĕ:

— 2023 çул пуçламăшĕнче пирĕн пысăк мар йыша Первомайскине командировкăна ячĕç. Тĕллев — тăшманăн контратакине чарса лартасси. Ĕçе ăнăçлă вĕçлерĕмĕр.

«Бизонăн» хуравĕсем кĕске, ытлашши сăмах ваклама юратманни малтанах паллă пулчĕ. Ытти подразделенине пулăшма кайнине те «çапăçу» е «задани» вырăнне «командировка» сăмахпа усă курать.

Ун пек командировкăсем сахал мар пулнă вĕсен. 2023 çулхи августăн 24-мĕшĕнчи вара Илья Савастьянов ефрейтор асĕнчен нихăçан та тухас çук. Работино çывăхĕнчи Вербовой ялĕ. Оборонăра тăракансене пулăшма вĕсен отделенине кăна янă. Икĕ енĕ те малтан алă хĕç-пăшалĕсемпе усă курнă. Ăнăçу часах пирĕн енне куçса пынăран боевиксем артиллерие хута янă. Çĕр кисренет, куç курми тусан. Тахăш самантра Илюш ыратнине туйса илет: чĕри çывăхĕнченех осколок ванчăкĕсем хирĕлсе кĕрсе хулпуççи витĕр тухса кайнă. Юлнисем миçе штук унта — салтак калаймасть. Ăна пĕрремĕш пулăшу параççĕ, укол тăваççĕ. Вăл вара 4-5 çухрăм каялла чупать. Вырăнта юлни — вилĕме çывхартни çеç. Раципе пĕлтернĕ май иккĕн автомашинăпа хирĕç килсе илсе каяççĕ ăна, Такмак хулинчи госпитале вырнаçтараççĕ. Пĕрремĕш операци. Анчах юн юхма чарăнмасть. Каçхине тепĕр хутчен вырттараççĕ ятарлă сĕтел çине.

Халĕ ĕнтĕ салтакăн тепĕр тĕрлĕ «командировка» пуçланать. Иккĕмĕш кунхинех ăна Ростова ăсатаççĕ, пĕр талăк та иртмест — вертолет Мускава илсе çитерет. Кунта вунă кун выртать. Новосибирскра пулнă хыççăн килне яраççĕ. Малалла — Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕ, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ, Хусан, Ульяновск госпиталĕсем, Самарăри санатори, Запорожье облаçĕнчи, Мускаври Раççей Оборона министерствин сывату учрежденийĕсем. Жуков, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсене тивĕçнĕ салтак пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче черетлĕ хулана — Краснодара çул тытнă.

Пайăррăн çырса мĕншĕн йăлăхтаратăп-ха вулакана? Илья Владимировича малтанхи виçĕ госпитальте кăна тунă операци, ытти çĕрте — нимĕн те. Хуласене хăйĕн шучĕпе тухса çỹрет вăл. Ăçта калаççĕ — çавăнта çитет. Халĕ, медицина вăйлă аталаннă, пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçленĕ тапхăрта, нивушлĕ сиплеве малалла йĕркелеме çук. Хăш-пĕр операци пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине те ăнланма пулать-ха. Апла-тăк салтака комисси тĕрĕслевĕпе килĕшỹллĕн çар ĕçĕнчен хăтармалла.

Кĕрнеклĕ каччăна никам та аманнă тесе калаймĕ, капла тĕрĕс-тĕкелех курăнать. Анчах сулахай аллипе тулли витрене те йăтаймасть вăл. Чышса ыратать суранĕ, уйрăмах çĕрле. Юн пусăмĕ час-час хăпарать.

Амăшĕ, Роза Витальевна та тахçанах канăçне çухатнă ĕнтĕ: вăл та 18-мĕш уйăх сиплевсен ăнăçăвне кĕтет…

Хускатнă темăран кăштах пăрăнса çакна та палăртса хăвармаллах. Савастьяновсем, ытти çынсем пекех, çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшас тĕллевпе хăйсен тỹпине хываççĕ. Кил хуçи — Владимир Ильич — 2023 çулта хăйĕн УАЗ автомашинине тĕпрен юсаса гуманитари конвойĕпе ăсатнă. Унтах холодильник, газ баллонĕсем, строительство материалĕсем, тумтир, апат-çимĕç тиесе янă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем — Юрий Цветковпа Николай Гладков, ял халăхĕ те питĕ нумай тăрăшнă. Хатĕр-хĕтĕре Илья тăнă подразделенине илсе çитернĕ. УАЗпа халĕ те усă кураççĕ иккен. Роза Витальевна каланă тăрăх, çемье паян та çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшассинчен пăрăнса юлмасть…

Николай МАЛЫШКИН.
Курнавăш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code