Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕхе çухатар мар

Тимлĕхе çухатар мар

Кăçал юр сахал — çуркунне пысăк шыв-шур пуласси иккĕленỹллĕ. Юр хулăнăшĕ вăтамран 6-24 сантиметр шайĕнче анчах пулнă. Тăпра та шăнман. Юхан шывсем çинчи пăр та хулăн мар. Апла пулин те çакă тимлĕхе çухатмалла тенине пĕлтермест — кашни кун мониторинг пулмалла.

Çурхи ейỹрен сыхланас ыйту çак тапхăрта çулсерен малти вырăна тухса тăрать. Шыв-шур тапхăрĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тимлессипе округра ятарлă çынсене комисси йышне çирĕплетнĕ. Çулсемпе кĕперсем айĕнчен иртекен пăрăхсене юр-пăртан вăхăтра тасатма ĕлкĕресси, шыв-шур вăхăтĕнче автомобиль çулĕсене, çыхăну тата электричество, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен линисене, çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен башньăсемпе пусă-тарасасене сывлăхшăн сиенлĕ, ăш-чик чирĕсемпе аптăратма пултаракан таса мар каяшсем юхса кĕресрен тĕрĕслесе-асăрхаса тăрасси те — тĕп ыйту.

Гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă ĕçсем те малти вырăна тухса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра округ территорийĕнче шутланса тăракан 29 гидротехника сооруженийĕнчен ытларахăшĕ Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче вырнаçнă. Вĕсем кивелсе пынине кура шыв-шур тапхăрĕнче аварисем пулас хăрушлăх тата ỹсет. Çаксене шута илсен те, тимлĕхе çухатма юраманни куç кĕретех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code