Округри шкулсенче вĕренекенсем регион шайĕнчи предметсен олимпиадисенче палăрнă.
Тăван ен культури предмечĕпе Кушкă шкулĕнчи Олеся Шавкина (9 класс), Карина Михеева (8 класс), Курнавăшри Эвелина Фомина (8 класс) призерсен йышне кĕнĕ.
Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ регионсем хушшинчи ăслăлăх тупăшăвĕнче те çавăн пек кăтартусемех. Маттуррисен ушкăнĕнче çаксем: Татьяна Васильева (Курнавăш, 10 класс), Анна Чайкина (Кушкă, 9 класс), Ангелина Петухова (9 класс), Юлия Агеева (Елчĕк, 10 класс).
Пултаруллă вĕренекенсене тата вĕсен наставникĕсене — Галина Вениковăна, Анна Портновăна, Мария Шавкинăна, Надежда Кузнецовăна, Надежда Кушмановăна, Галина Каринкинăна кăмăлтан саламлатпăр!