Мартăн 1-мĕшĕнчен Раççейре автомашинăсене учета тăратассинче çĕнĕ правилăсем ĕçлеме пуçланă.
Çĕнĕ йĕрке йышăннипе транспорт хатĕрĕн докуменчĕсене илме ОСАГО полисĕ кирлĕ мар. Ку машинăна туяннă хыççăнах регистраци тухма май туса парать.
Договора Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е нотариус урлă регистрацилесен учетран çав кунах кăларма май пур. Енчен те килĕшĕве ахаль çыру формипе тунă пулсан, сутса янă хыççăн 10 кунран çеç учетран кăлараççĕ.

