Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитнине кĕтсе илме пирĕн çĕршыв тĕплĕн хатĕрленет. Хальхи вăхăтри Украинăра пулса иртекен йывăр лару-тăрура, пушшех, çак уява пĕтĕм халăх пĕр чăмăра пĕрлешсе кĕтсе илни пĕлтерĕшлĕ.
Аслă Çĕнтерỹ уявне паллă тума хатĕрленнĕ тапхăрта нумай тыл ветеранĕпе вăрçă ачине «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç. Шел пулин те пирĕн юратнă тăванăмăр, вăрçă ветеранĕ Василий Петрович Петров çак куна кĕтсе илеймерĕ. Пурăннă пулсан кăçал 102 çул тултаратчĕ. Мĕн тери лайăх çынччĕ вăл. Ялти çак сумлă çемьене пурте ырăпа анчах аса илеççĕ. «Ырă ят ĕмĕрлĕхе», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Василий Петровичăн пĕлмен ĕçĕ пулман. Вăл — художник, шкулта ачасене рисованипе ĕç, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. Çуллахи каникулти отпуск вăхăтĕнче ăста платник пулса çынсене çурт-йĕр лартма пулăшнă. Вăл кăмака çавăрма та пĕлетчĕ. Çапла майпа çурт-йĕр тунă чухне платник ĕçне тума чĕннĕ çынсем кăмакине çавăрма та ăна хăйнех шанатчĕç. Мăшăрĕпе — Хветуççа инкепе мĕн пурнăçран уйрăличченех питĕ килĕштерсе пурăнчĕç, ахальтен мар вĕсене 2013 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче — Çемье кунĕнче «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăларĕç. Вĕсем хăйсен 3 ачишĕн яланах тĕслĕх пулнă. Халĕ Василий Петровичпа инкен çирĕп хуçалăхне аслă ывăлĕпе — Геннадий Васильевичпа унăн мăшăрĕ — Елена Петровна тытса пыраççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ялти шкулта ĕçлесе пенсие тухрĕç. Геннадий Васильевич шкул директорĕ пулнă, Елена Петровна нимĕç тата акăлчан чĕлхин предмечĕсене ертсе пынă. Вĕсем те питĕ тăрăшуллă, пултаруллă çемье. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне çĕнетнисĕр пуçне, кỹршĕри пушă çурта туянса ăна тирпейлесе илемлетрĕç. Вĕсен Шупашкарта та хваттер пур. Петровсен виçĕ ача — пĕр ывăлпа икĕ хĕр. Вĕсем Мускавра вĕренсе тухса унтах ĕçлеме вырнаçнă, çемьеллĕ, пурте хваттерлĕ, лайăх вырăнсенче ĕçлеççĕ. Çуллахи вăхăтра Петровсен кил-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать, кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ мăнукĕсемпе хавхаланаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ виçĕ ачине те тĕрĕс воспитани парса ỹстерчĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче ялти фермерсем патне севок çумлама, çăлса пуçтарма илсе çỹретчĕ, килти хуçалăхра та вĕсем валли ĕç тупăннă, паллах. Ĕне те усранă, çак пысăк выльăх валли çу каçипе сахал мар апат хатĕрлемелле.
Елена Петровна пенсире пулин те, пушă лармасть. Ялан çын хушшинче вăл. Малтан ăна ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулма суйларĕç, ун хыççăн, пултарулăхне кура, округри ветерансен канашне ертсе пыма çирĕплетрĕç.
Ялти тепĕр ятлă-сумлă çемье — Скворцовсем — Василий Якимовичпа унăн мăшăрĕ Ольга Леонтьевна — вăрçă ветеранĕсем. Василий Якимович пурăннă пулсан 103 çул тултаратчĕ. Ольга Леонтьевна вăрçăран таврăннă хыççăнах учитель пулса ĕçлеме тытăннă та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех юратнă ĕçĕнчен уйрăлман. Вăл биологи, хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Çав çулсенче Скворцовсенни пек тирпейлĕ хуçалăх ялта сахал пулнă. Вĕсенни пек илемлĕ сад пахчи малтанхи вăхăтра никамăн та пулман. Хăйсем те питĕ ĕçчен те тăрăшуллăччĕ, ачисене те ĕçлеттернĕ. Василий Якимович питĕ ырă кăмăллă çынччĕ, столярта ĕçлесе пенсие тухрĕ. Ольга Леонтьевна пурнăçран иртерех уйрăлчĕ, ватăличчен пурăнаймарĕ. Василий Якимович кĕçĕн ывăлĕн çемйипе чылай вăхăт пурăнчĕ. Ывăлĕ — Сергей Васильевич та çав тери лайăх çын. Вăл ялтах тĕпленсе пурăнчĕ, мăшăрĕпе — Галина Анатольевнăпа ашшĕне лайăх пăхрĕç. Галина Анатольевна ялти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ, кайран шкул директорĕнче тăрăшрĕ. Скворцовсем ашшĕпе амăшĕн хуçалăхне юсаса çĕнетсех тăраççĕ. Вĕсен çурчĕ кермен пек, сăрт çинче вырнаçнăран, таçтан курăнса ларать. Галина Анатольевна пăянамăшĕ пекех тирпей-илеме юратать. Вĕсем патне пырса кĕрсен пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланнине асăрхатăн, сад пахчине те япăхтарман. Сергей Васильевич та учитель профессине алла илнĕ, физика предметне вĕрентнĕ. Халĕ округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче яваплă должноçра тимлет. Ашшĕ пекех, килти хуçалăхра темĕнле ĕç те тума пултарать. Галина Анатольевна çак вăхăтчен мăшăрĕпе пурăнса унран пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман пулĕ, питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ, аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Ачисем хулара пурăнаççĕ, ывăлĕ ашшĕпе амăшĕ патне Шупашкартан час-часах килсе çỹрет. Хĕрĕ аякра пурăнать, çемьеллĕ.
Аса илсе каласа кăтартнă çак икĕ çемье ялти хисеплĕ вăрçă ветеранĕсен ашшĕ-амăшĕн ят-сумне чакармаççĕ, ăруран-ăрăва куçарса пыраççĕ. Вĕсем çакăн пек пĕр-пĕрне юратса тата хисеплесе пурăннăшăн эпир савăнатпăр. Вĕсем ял çыннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. «Ырă вăрлăхран ырă çимĕç çитĕнет», — тесе ахальтен каламан пуль çав ваттисем ĕлĕкрен…
Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
Таяпа Энтри ялĕ.