Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби халăха сутакан «кăвак çулăмăн» вак хакĕсене çирĕплетесси çинчен калакан йышăну проектне хатĕрленĕ.
Çакă Федерацин монополипе кĕрешекен служби халăха сутмалли газăн курттăм хакĕсене, ресурсăн сетьсенчи транспортировкин тарифĕсене çĕнетнипе çыхăннă. Çапла вара 2025 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çынсем газ оборудованийĕпе усă курса апат пĕçерме, шыв ăшăтма çунтаракан газăн пĕр кубометрĕн хакĕ 8,16 тенкĕпе танлашĕ. Усă курнă газ калăпăшне шута илмелли приборсем пулмасан çын пуçне уйăхра 97,92 тенкĕ тỹлеме тивĕ. Çурта хутса ăшăтма, çавăн пекех ытти тĕллевпе усă куракан газ хакĕ 1000 кубометршăн 8162,1 тенкĕ пулĕ.
Тариф службин ертỹçи Сергей Егоров палăртнă тăрăх, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче газ хакĕ улшăнмасть — хальчченхи шайра юлать.

