Елчĕк ялĕнче вырнаçнă «Пельменная» кафе-столовăя куллен халăх нумай çỹрет. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çын уйрăмах йышлă.
— Ĕçченсем ăшă чунлă та тарават, апачĕ килти евĕр тутлă. Çавăнпах чун туртать кунта, — тенине илтме тивет час-час.
Çавăнпах халăх кунĕпе те татăлмасть кафере, чылай чух пурте пĕр харăс килнĕрен черет те тăсăлса каять.
Ирина Кузнецова (Акчел), Ирина Никитина (Таяпа Энтри) поварсем, повара пулăшакан Марина Кудрявцева (Акчел) хăйсене шаннă тивĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсен професси шайĕнчен, яваплăхĕнчен, халăхпа хутшăнма пĕлнинчен ĕç ăнăçлăхĕ нумай килнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.
Любовь Куприянова кафере буфетчицăра тăрăшать. Килен-каянпа уçă вăл, кулленхи клиентсен кăмăлне анчах мар, характерне те çирĕп пĕлсе çитнĕ тесен те йăнăш мар.
Ĕçтешсен пурин те ĕç стажĕ пысăк. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ, çавна май ĕçĕ кал-кал пырать. Ăшă кăмăлĕпе, çынпа ырă калаçма пĕлнипе уйрăлса тăраççĕ вĕсем кашниех.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Ирина Кузнецова, Любовь Куприянова, Ирина Никитина.