Округри сывлăх сыхлавĕн историйĕн страници юнкун çĕнĕ пулăмпа çырăнчĕ. Ăна 11 ялти 1788 çын чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Аслă Таяпа ялĕнче çĕнĕ врач амбулаторине уçнă. Унта округри больницăна каймасăрах пахалăхлă пулăшу илме пулĕ. Пациентсене туллин тивĕçтерекен условисем йĕркеленĕ: анлă та çутă пỹлĕмсем, процедура тата прививка кабинечĕсем, кăнтăрлахи стационар. Çав вăхăтрах хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те çирĕп тимлĕх уйăрнă.
Хальхи йышши оборудовани, опытлă персонал тата комфортлă йышăну условийĕсем граждансене медицина пулăшăвĕ парассине çĕнĕ шая çĕклеме май парĕç.

