АСЛĂ ЕЛЧĔК. Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулăн спорт залĕнче пурнăçран уйрăлнă ялти тренерсемпе спорт кĕрешĕвĕн атлечĕсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ.
87 шкул ачипе çамрăк 11 виçе категорийĕнче тупăшнă. Шупашкарти олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн представителĕсем çав шутран ултă ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пирĕннисене 3 «хăварнă». Вĕсен хуçисем: Богдан Сметанин (Лаш Таяпа), Денис Иванов (Елчĕк), Артем Лисицын (Кушкă). Йĕркелỹçĕсем мала тухнисене ятарлă призсемпе те, укçан та хавхалантарнă. Ăста поварсен вĕри апачĕ те вăй-хал хушнах спортсменсене.
ÇĔРПỸ. «Асамат» спорт шкулĕ республикăри шкулсенчи спорт клубĕсен баскетбол (3х3) фестивальне йышăннă. Çивĕч тĕл пулусенче тулли кăмăлпа çирĕп вăй-хал кăтартса Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти хĕр ачасем бронза медальлĕ пулнă. Команда пьедестал çине хăпарнинче физкультура учителĕсен — Карина Галкинăпа Алексей Тихоновăн тỹпи те пур.
ЕЛЧĔК. Спартакиада шучĕпе иртекен территори пайĕсен волейбол ăмăртăвĕнче 7 команда вăй виçнĕ. Аслă Елчĕксемпе Аслă Таяпасем хутшăнма ерçеймен. Чемпионсем — Çирĕклĕ Шăхальсем, 2-мĕш вырăнта — Курнавăшсем. Кăçал Кĕçĕн Таяпасем аван çĕкленнĕ: Елчĕк командине икĕ партире те çĕнтерсе призер йышне кĕнĕ. Артур Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль), Андрей Сидорова (Тĕмер), Максим Федорова (Аслă Шăхаль), Николай Морозова (Кĕçĕн Таяпа) тĕрлĕ номинацире чи пултаруллисем тесе палăртнă.