Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чечня хыççăн — СВО

Чечня хыççăн — СВО

Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă Федор Васильев çинчен çырма пуçăниччен «…Çын пуласси ачаран паллă» текен ваттисен сăмахĕ аса килчĕ. Елчĕк шкулĕнче икĕ çул пĕр класра вĕреннĕрен кăштах хак пама пултаратăп ун çинчен: пĕлỹ шайĕ лайăхчĕ, физкультура урокĕсенче кăтартуллăччĕ, çирĕп кăмăллă, тĕплĕ, хăй мĕн шутланине пурнăçа кĕртес туртăмĕ сисĕнетчĕ.

Ултă çул иртсен редакцинче ĕçлеме пуçласан ун çинчен тата ытларах пĕлтĕм. Кунти типографире Федьăн амăшĕ — Елена Ивановна верстальщицăра тăрăшатчĕ. Вăл 40 çул ытла тимленĕ пĕр ĕç вырăнĕнче…

Федор Васильев Челябинскри политехника институтне (1981), Мускаври уçă юридици университетне (1998) пĕтернĕ. Совет Çарĕнче пулнă. 1983-1987 çулсенче Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче мастер, аслă мастер, инженер-технолог пулса ĕçленĕ. 1991 çултан — Чăваш АССР ШĔМĕн ГАИ тытăмĕн сотрудникĕ.1999-2004 çулсенче — Мускав облаçĕнчи Луховицк районĕн шалти ĕçсен пайĕн участокри, облаçри ГАИ батальонĕн службин аслă инспекторĕ. Бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.

Чечен республикинче

Унти служба тапхăрĕ çур çулпа кăна çыхăнман. Вăл регионти çул-йĕрпе патруль службин пайĕн шырав уйрăмĕн (2004-2008), тивĕçтерỹ службин (2008-2011) пуçлăхĕнче, Грозный хулинчи обществăлла йĕркелĕхпе сыхлав, уйрăм хушусемпе ĕçлекен пайсен аслă инспекторĕнче, управленин пуçлăхĕн пулăшуçинче (2014-2017) вăй хунă.

Федор Васильевич Грозныйра чухне те, отпуска Мускава (çемйи çавăнта) килсен те шăнкăравламасăр тăман. Тăван ялне ансан тĕл пулаттăмăрах. Тỹрех калам: сăмаха парăма кĕрекен йышши мар вăл, анчах право, çар пурнăçĕпе çыхăннă нумай ыйтуран пăрăнма тăрăшать. Çав вăхăтрах унти пурнăç çинчен каласа парассинче уçă вăл.

— Чечняра служба тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсанах Апти Алаудиновпа паллашрăм, — ку калаçу теми ăна килĕшни тỹрех сисĕнчĕ. — Вăл ГАИ Управленийĕн шырав службин пуçлăхĕччĕ. СВОра та çыхăнăва татмастпăр. Унăн кунти должноçĕ — Раççей Оборона министерствин çарпа политика ĕçĕн Тĕп управленийĕн начальникĕн заместителĕ.

Вăл мана нумай пулăшнă, унран вĕреннĕ. Саккун пуриншĕн те пĕрре пулнине пĕлетпĕр-ха, Кавказри хăш-пĕр регионта шариат та çирĕп. Эсĕ мăсăльман пулмасан та хăвăн «саккунна» ирĕке яма юрамасть унта. Чеченпа туслашрăн-тăк — вăл питĕ шанчăклă. Кăштах «урлăрах» пулсан вара вăл сана малашне палламĕ те. Халĕ маншăн йывăрлăх çук кавказецсемпе хутшăнма.

Çар ĕçĕсен ветеранне (2005 ç.) II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», I, II, III степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн», «Çарти туслă çыхăнушăн», «Чечен Республикин хỹтĕлевçине» медальсемпе наградăланă.

Ятарлă çар операцийĕнче

Иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче Федьăран черетлĕ шăнкăрав килчĕ.

— Ăçта эс халь: Мускавра-и, ялта-и? — тĕпчетĕп унран.

— Украинăра.

— Мĕн тата унта?

— Эс пĕлен вĕт эпĕ çапăçма юратнине, — те шỹтлесе каларĕ, те Чечняра пулнипе çыхăнтарчĕ — ăнланмарăм.

Полицин отставкăри полковникĕ СВОна 2024 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă, штурмовиксен йышне тăма тĕллев пулнă унăн. Анчах çамрăк маррине (вăл тапхăра 65 çултан каçнă ĕнтĕ) шута илсе ăна урăх ĕç сĕннĕ: вăл — 4-мĕш уйрăм гварди мотострелковăй бригадăн командирĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен помощникĕ. Çар званийĕ — лейтенант. Пирваях вăл служба тивĕçĕсене Луганск республикинчи Алчевск, Дебальцево, Светлодарск хулисенче пурнăçланă, халĕ — Донбасри Горловкăра.

Унăн службăри кулленхи ĕçĕпе интересленнĕ май çакна пĕлтĕмĕр:

— Эпĕ çар чаçĕсен интересĕсене судсенче е ытти тытăмра хỹтĕлетĕп, — тет офицер. — Замполитсемпе тачă çыхăнура пулнăран, кашни ыйтăва пирваях пĕрле тишкеретпĕр, пĕтĕмлететпĕр. Чылай чухне пĕр-пĕр ĕçе пĕчченех вĕçне çитеретĕп. Çийĕнчех татса парасси те пулать. Хыпарсăр çухалнисене тупса палăртасси, вĕсен докуменчĕсене йĕркелесси уйрăмах кăткăс ĕç. Аманнисен тĕлĕшпе те тăрăшатпăр. Кĕскен каласан, çар çыннисен социаллă ыйтăвĕсене татса памалла.

…Округран пыракан гуманитари конвойĕ Ф.Васильев тăракан вырăнтан аякран мар иртет. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл Юрий Кузнецовпа Николай Муллин командине хăйĕн «офисĕнче» йышăннă. Унтах çĕр каçма май туса панă. Нарăс уйăхĕнче отпускра чухне те вĕсемпе çыхăнса илчĕ: волонтерсем шăпах черетлĕ пулăшу рейсне тухнă. Федор Васильевич вара тăван тăрăха пушă алăпа килмен, Елчĕк тата Аслă Елчĕк шкулĕсен музейĕсене шутран кăларнă çар япалисем парнеленĕ. Ку çыхăнăва малашне те йĕркелес шухăшлă вăл.

Николай МАЛЫШКИН.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code