Суббота, 24 мая, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă сăнарĕсене чĕресенче упратпăр

Ырă сăнарĕсене чĕресенче упратпăр

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа кĕçех 80 çул çитет. Çулсем иртнĕçем эпир çак çĕнтерỹ хакне, пĕлтерĕшне тата уçăмлăрах ăнланса пыратпăр. Эпир вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă е тылра пысăк хастарлăхпа ĕçленĕ, Тăван çĕршыва пĕтĕм чунтан юратнă ветерансене яланах асра тытатпăр. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ çулсерен чакса пырать.

Пирĕн ирĕклĕхшĕн, телейлĕ пурнăçшăн Аслă Çĕнтерĕве туптанă çынсен ырă сăнарĕсене яланах чĕрере упрасчĕ. Телейлe пурăнма пире мирлĕ пурнăç кирлĕ. Çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: «Пултăр мир ĕмĕрех!»

Пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине учительсем те хастаррăн хутшăннă. Пирĕн ялтан та районти тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ 18 учитель тĕрлĕ фронтсенче паттăррăн çапăçнă. Вĕсем вăрçă хирĕнче те хастар çапăçнă, мирлĕ пурнăçра та тăрăшулăхне пула тĕрлĕ-тĕрлĕ яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Шкул ертỹçи те пысăк çар çынни таран ỹсме пултарнă. Акă, Валентин Кондратьевич Портнов полковник, Николай Петрович Емельянов подполковник, Тимофей Егорович Елисеев аслă лейтенант, Иван Николаевич Баранов, Николай Васильевич Емельянов лейтенантсем, Петр Алексеевич Иванов кĕçĕн лейтенант, Зиновий Сергеевич Осипов — Елчĕк районĕн çут ĕç пайĕн ертỹçи, райĕçтăвком председателĕ.

Малти ретре: А.И.Кужикова, шкул директорĕ С.К.Портнов, Р.В.Осипова.1959 çул.
Хыçалти ретре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă учительсем. Сулахайран сылтăмалла: А.В.Алюнов, А.Р.Мукин, К.Н.Николаев, В.К.Портнов.

Совет Союзĕн Маршалĕ А.М.Василевский çапла каланă: «Учитель фронтра та, окопсенче те хăйĕн профессийĕн шанчăклă тĕслĕхĕ пулса юлнă — мĕнле çапăçмаллине хăйĕн тĕслĕхĕпе вĕрентнĕ». Е тата: Германи çĕршывĕн канцлерĕ Отто фон Бисмарк; «Вăрçăра генералсем мар, шкулти учительсем çĕнтереççĕ», — тесе çирĕплетнĕ. Урăхла каласан, канцлер çĕнĕ ăру çыннисене вĕрентекен учительсене тивĕçлипе хакланă. Ахаль те ĕнтĕ — вĕреннĕ наци яланах вăйлăрах. Анчах та педагогсен класри доска умĕнче çеç мар, вăрçă хирĕнче те пулма тивет. Вăрçă тапхăрĕнчи вĕрентекенсем тĕлĕнмелле çынсем, вĕсем хăйсен çемйисене, ачисене, мăшăрĕсене, çĕр çинчи чи пархатарлă ĕçе — ачасене вĕрентессине пăрахса, хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрле фронта тухса кайнă. Вĕсемпе пĕрле çапăçусенче тĕслĕх кăтартса вут-çулăм ăшне кĕнĕ, пуçĕсене хунă.

Фронтра пулнă учительсенчен хăшĕсем вăрçăччен е вăрçă хыççăн Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче ĕçленĕ. Аяларах асăннисенчен хăшĕсемпе пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕ е тата лайăх палланă май эпĕ вĕсен çинчен çырса кăтартасшăн.

Алексей Владимирович Алюнов 1921 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешре çуралнă. 1940 çулта Патăрьел районĕнчи Тури Туçари вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Флот ретне илнĕ. Радистсен ятарлă курсне пĕтернĕ хыççăн унăн служби Лăпкă океан флотĕнчи карапсем çинче иртет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çурçĕр флотĕнче службăра тăнă. 1943 çулхи кĕркунне А.Алюнов аслă класлă радиста Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче ленд-лиз программипе Совет Союзĕ валли тунă çĕнĕ карап экипажне кĕртнĕ. 1944 çулта чăваш морякĕ пĕрле службăра тăнă юлашĕсемпе «SC-453» (submarine chaser) типлă «Тинĕс хуралçи» карап илме Америкăна кайма тивĕçет. Карапсем çине шыв айĕнче çỹрекен кимĕсене вертикаль тата горизонталь майĕсемпе шырамалли приборсем вырнаçтарнă пулнă. «Тинĕс хуралçисене» тĕплĕн паллашса алла илнĕ хыççăн матроссемшĕн Америкăри Мейпортран Шотланди урлă Çурçĕрти Пăрлă океанра вырнаçнă Полярный портне çити каймалли йывăр та хăрушă çул çỹрев пуçланнă. Çак çул çỹрев вăхăтĕнче командованине вăхăтра тата лайăх çыхăнупа тивĕçтерсе тăнăшăн Алюнов матрос-радиста «Адмирал Нахимов» медальпе чысланă. Совет Союзĕн Çурçĕр Флот штатне çак карапа «Пысăк сунарçă» ятпа кĕртеççĕ. Карап Баренц тинĕсĕнчи коммуникацисене, БО-245 («Большой охотник») Англипе Америкăран килекен конвойсене хỹтĕленĕ, минăсене тытакан трал ушкăнĕсене сыхланă. Аслă класлă радист-старшина хăйĕн служби вăхăтĕнче тăватă океанра та пулса курнă хыççăн 1947 çулта çеç демобилизаци майĕпе тăван яла таврăнать, шкулта физкультура урокĕсене ертсе пыма пуçлать.

Канашри педагогика училищине васкавлă майпа пĕтернĕ хыççăн, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, Аслă Пăла Тимешри шкулта математика, каярах ĕç урокĕсене вĕрентнĕ.

Николай Васильевич Емельянов 1924 çулта Аслă Пăла Тимешре çуралнă. 1940 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн ăна Кивĕ Эйпеçри шкул заведующине çирĕплетнĕ, пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ.

1942 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ хыççăн 25-мĕш запасри артиллери полкне лекнĕ. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче Чулхулари 20-мĕш запасри артиллери полкĕн артиллери училищине кĕме хатĕрлекен батарейинче вĕреннĕ.

Çав çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи июлĕн 20-мĕшĕччен Томскри артиллери училищинче вĕреннĕ. Ун хыççăн Н.Емельянов кĕçĕн лейтенанта Çеçенхир (Степной) фронтне яраççĕ. Фронт штабĕнче стрелоксен 58-мĕш дивизийĕнчи 139 гварди артиллери полкĕнчи огневой взвод командирне çирĕплетеççĕ. Çак полкра вăл çулталăк ытла çапăçса паттăрлăх кăтартнă. 1944 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче икĕ урине те хытă амантнă хыççăн тĕрлĕ госпитальсенче сывалнă, анчах та ĕмĕрлĕхех сусăр пулса юлнă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн «Хăюлăхшăн» медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. 1945 çулхи апрельте яла таврăннă. 1946-1947 çулсенче ялти шкулта учитель, военрук пулса ĕçленĕ. Сывлăхĕ хавшанине пула пĕр вăхăт клуб заведующийĕ, Ворошилов ячĕллĕ колхозра парторг пулса тăрăшнă. Анчах чунĕ ачасем патнех туртăннипе каярахпа каллех тăван шкула ĕçлеме вырнаçнă. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Завуч, директор пулса ĕçленĕ.

Владимир ПЛОТНИКОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code