Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çỹлевĕç шутне ỹстересшĕн

Çỹлевĕç шутне ỹстересшĕн

Чăваш Енре Европа çỹлевĕçĕн популяцине упраса хăвармалли тата унăн йышне пысăклатмалли проект пуçараççĕ.

Регионăн Çут çанталăка сыхлакан министерстви тата «Ленинская искра» колхозăн заповедник-сунар хуçалăхĕ пулăшнипе темиçе çỹлевĕçе Етĕрне округĕнчи А.П.Айдак ячĕллĕ çут çанталăк паркĕн территорийĕнче вырнаçтарĕç. Çитĕннĕ пĕр чĕр чуна Киров облаçĕнчен илсе килеççĕ, икĕ çурана — Мускав облаçĕнчен.

Аса илтерер: республика территорийĕнче Европа çỹлевĕçне регионăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Паян вĕсен Чăваш Енри шучĕ ытла та пĕчĕк — 14 пуç кăна.

— Чĕр чунсене çурма ирĕклĕ майпа усрани вĕсен çĕнĕ сывă ăрăвне çитĕнтерме пулăшасса шанатпăр. Тĕплĕ хатĕрленĕ хыççăн çак çỹлевĕçсене ирĕке яратпăр, ку вырăнти экосистемăна лаайăхлатма май парĕ, — тенĕ çут çанталăк ресурсĕн министрĕ Эмир Бедертдинов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code