(Аса илỹ)
Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленеттĕмĕр. Чăрăш лартса гирляндăсем çакнă, айне мамăк сарса мăнуксем валли парнесем хунă. Пĕр-икĕ кун юлнă уява кĕтсе илме.
Каçхине арăм:
— Ара, мĕн япали ку? Ай-ай! Кил-ха кунта, — чĕнчĕ чăрăш патĕнче тăраканскер.
Пăхатăп, ак тамаша: парнесем çумĕнче шăши вилли выртать! Пирĕн кушак, Ласка, чăрăш умне пырса тăчĕ те: «Ну, мĕнле, килĕшет-и манăн парне?» — тенĕн пирĕн çине пăхса тăрать.
Тĕлĕнмелле ăслă, тавçăруллă чĕр чунсем вĕсем, кушаксем. Мăр-мăр эпир ĕçленине тинкерсе ăнланса илнĕ: мĕншĕн, кама валли парнесем хатĕрленине. Хăй те хутшăнма шутланă ырă ĕçе.
Шăшине кăларса пăрахмарăмăр, юриех ирччен тăхтама тĕв тытрăмăр. Ласка «парнине» тĕкĕнмен. Вăрçмарăмăр, сивлемерĕмĕр ăна. Çурăмĕнчен ачашласа мухтарăмăр çеç. Хăй курман чухне вара «парнене» пахчана тухса ывăтрăм.
Александр СОРОКИН.
Елчĕк.

