Санкт-Петербургра «Призвание — Артист» ятпа Пĕтĕм халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртнĕ.

Искусствăн ултă жанрĕпе йĕркеленĕ тупăшăва тĕнчери нумай коллектив хутшăннă. Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Хĕлхем» ансамблĕ (ертỹçи — Татьяна Сусметова) «Вокал» номинацире II степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ.

