Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министерствин конкурс комиссийĕн ларăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хутшăннипе муниципалитет тата хула округĕсенче 2024 çулта агропромышленность комплексĕпе вырăнта тавар туса кăларакансем апат-çимĕç продукцийĕсене туса илессине анлăлатнин тата ỹстернин кăтартăвĕсене пăхса тухнă хыççăн Елчĕк муниципалитет округĕ призлă вырăн йышăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 7,5 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илни паллă пулнă.
Призлă вырăнсене палăртнă чухне 10 тĕрлĕ критерие шута илнĕ: суту-илỹ организацийĕсенче вырăнта туса кăларакан продукцие мĕн чухлĕ сутнин пайне, вырăнти таварсемпе суту-илỹ тăвакан ятарлă объектсене (вĕсем пирĕн: «Органика», «Санар», «Белоусовы», «Мясорубка», «Прогресс» АХО лавккисем тата ыт. те), потребительсен рынокĕнчи çĕнĕрен уçăлнă объектсене («Юбилейка» лавкка), канмалли кунсенчи ярмăрккăсене миçе хутчен йĕркеленине тата ыт. те.

