Апрелĕн 7-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене 4580 гектар (92 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 4423 гектар (52 процент) минераллă удобренисемпе апатлантарнă.
Кĕрхи культурăсен 681 гектарне (14 процент), нумай çул ỹсекен курăксен 7140 гектарне (84 процент), кĕрхи çĕртмен 8959 гектарне (35 процент) сỹреленĕ.
«Яманчурино» ОООпа «Комбайн» ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма 164 гектар çĕр хатĕрленĕ.

