Пуçна ан ус, салтак,
Сана кĕтеç килте.
Паян эс вăрçăра —
Хăрушă уй-хирте.
Хĕрỹллĕ çулăмпа
Çунать халь сĕм вăрман.
Çунать хура тăпра,
Йĕри-тавра — пушар.
Çапах ан ман, салтак,
Пĕр шанчăк сан çинче.
Тăшман ытла кăра,
Тăшман ытла чее.
Сана тăван килте
Кĕтет аçу-аннỹ.
Шăлать час-час куçне
Юратнă мăшăру.
Сăпка юррин сасси
Тултарчĕ кил-çуртна.
Сан ывăл пур халь тин,
Çук, юрамасть чакма.
Çут турăш умĕнче
Тăван çĕршыв кĕтет.
Сана пехиллесе
Хăватлă пил вĕçет.
Пуçна ан ус, салтак,
Ĕнен эс пил вăйне.
Эс таврăн хăвăртрах
Çĕнтерỹпе киле.
Ольга САВИНОВА. Тăрăм ялĕ.

