Тĕнчене эп килнĕ туслă çемьере,
Пурнăç ăшши туйнă атте-аннере.
Алла-ал тытаççĕ утнă май пĕрле,
Куçран, ай, пăхаççĕ атте те анне.
Çак икĕ сăмах чун-чĕре варринче,
Вĕсем çумрипе телей сăн-питре.
Ирпе вăранатăп аннен куллипе,
«Ялан малти пул!» — ăс парать ман атте.
Çумра икĕ кăйкăр — атте те анне,
Нихçан кỹрентермĕп сире ĕмĕрне.
Чунтан тав тăватăп пуçа пĕшкĕртсе,
Асра эпĕ тытăп пехил сăмахне.
Татьяна МИХАЙЛОВА.

