Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чĕре ыратăвĕ

Чĕре ыратăвĕ

Каласам мана, анне,
Пур-ши телей çĕр çинче?
Мĕншĕн ир те каçхине
Эпĕ сан чĕрçỹ çинче?

Мĕншĕн эпĕ утаймастăп,
Юлташсемпе чупаймастăп?
Мĕншĕн Турă телее
Валеçмест пĕр пек, анне?

Ах, анчах анне чĕри
Епле чăтрĕ-ши? Канми
Хĕр кравачĕ умĕнче
Вăл ларать-çке кунĕпе.

Амăш çăтрĕ куççульне,
Илчĕ ытама хĕрне.
Ачаш, лăпкă сассипе
Вăл калать тĕпренчĕкне:

— Эсĕ, хĕрĕм, ан хурлан,
Юнашар аннỹ пур сан.
Йывăр хуйха, инкеке
Сирсе ярăпăр пĕрле.

Шанчăка çухатар мар,
Ĕмĕтпе мала пăхар.
Çирĕп кăмăл, вăй-хăват —
Вĕсенчен чир-чĕр хăрать.

Хĕр амăшне итлесе
Кайрĕ тутлăн тĕлĕрсе.
Тин ăнланчĕ хĕр пĕрчи:
Телей вăл — анне пурри.

Аннере — хĕвел кулли,
Унпа çеç тĕнче тулли.
Чыс-мухтав аннесене,
Чи хакли вăл çĕр çинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code