Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юхать Пăла…

Юхать Пăла…

Пăла юхать авкаланса,
Тăмасть ниçта та чарăнса.
Йĕпреç тăрăхĕнчен тухса,
Юхса кĕрет Тутар ене.

Пăла хăйĕн ĕçне пĕлет,
Свиягăна юхса çитет.
Миçе яла илем кỹрет,
Кăна Пăла хăй çеç пĕлет.

Вырнаçнă ялĕсем ретпе,
Пĕри тепĕринчен хитре.
Хĕвел шевли вылять питре,
Тухса тăрсан çыран хĕрне.

Ĕлĕк пулнă ăслă çынсем,
Шыранă шывлă вырăнсем.
Ỹстернĕ тырă-пулăсем,
Ĕрчетнĕ выльăх-чĕрлĕхсем.

Юхать хуллен куллен Пăла,
Никам хупаймĕ сан çулна.
Типсе ан лар эс шăрăхра,
Савăнтарсам хăв халăхна.

З.ПОРТНОВА.
2024 ç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code