«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче юниорсен «Ылтăн шайба» турнирăн республикăри çурма финалĕпе финалĕ иртнĕ.
Çурма финал вăййисенче пирĕн округ команди «Яльчики-Яманчурино» «Спартак» командăна (Шупашкар) 4:7 шутпа выляса янă, «Ягуар» (Шупашкар) хоккей команди «Ибреси» командăна 14:0 шутпа çĕнтернĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Елчĕксемпе Йĕпреçсем тупăшнă, пĕрремĕшсем иккĕмĕшсене 9:5 шутпа парăнтарнă.
Тĕп финалта вара «Спартак» «Ягуара» парăнтарса çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. «Яльчики-Яманчурино» команда (тренерĕсем Юрий Рахмуллинпа Вадим Иванов) виççĕмĕш вырăна тухнă. Саламлатпăр!

