Суббота, 24 мая, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерансен ячĕпе — асăну хăми

Ветерансен ячĕпе — асăну хăми

Ĕнер Елчĕкри полици пайĕн çурчĕ çинче шалти ĕçсен пайĕнче службăра тăнă ентешсен — милици ретĕнче ĕçленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен ячĕпе асăну хăми уçрĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Дмитрий Андреев, шалти ĕçсен тата шалти çар органĕсен ветеранĕсен общество организацийĕн председателĕ Владимир Трофимов, Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ прокурорĕ Александр Кудряшов, округ администрацийĕн, прокуратура ĕçченĕсем, Елчĕкри полици пайĕн ветеранĕсен канашĕн членĕсем, тăванĕсем, кадетсем хутшăнчĕç.

Асăну хăми çине йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ 9 ветеран ячĕ çырăннă: милици капитанĕ — Николай Деомидович Маков, милицин кĕçĕн лейтенанчĕ — Аркадий Петрович Муравьев, милици капитанĕ — Яков Макарович Николаев, милици лейтенанчĕ — Василий Петров, милицин аслă сержанчĕ — Николай Васильевич Скворцов, милици майорĕ — Зиновий Тимофеевич Борисов, милицин аслă лейтенанчĕ — Николай Захарович Герасимов, милици лейтенанчĕ — Василий Петрович Емелин, шалти службăн лейтенанчĕ — Михаил Ильич Ильин. Вĕсем пурте фашистла Германие хирĕç вăрçăра паттăррăн çапăçнă, Тăван çĕршыва тата унăн никама пăхăнманлăхне хỹтĕленĕ. Асăну хăмине уçма Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн çумне Дмитрий Андреева, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен республикăри организацийĕн председательне Владимир Трофимова тата округри шалти ĕçсен ветеранĕсен канашĕн председательне Виктор Егорова шанчĕç.

Мемориал умне чечексем хунă хыççăн меропритие хутшăннисем пĕр минут шăп тăчĕç. Хăма уçни Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тивĕçлĕ кĕтсе илсе уявласси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те пусăмлатса палăртнăччĕ.

— Фронтовиксен ырă ячĕ пирĕн асăмăрта ĕмĕрех упранĕ. Вăрçăра вĕсем çĕршыв гражданĕсене нимĕç фашисчĕсенчен упранă пулсан, мирлĕ вăхăтра вара халăха преступниксенчен сыхланă. Мирлĕ тỹпешĕн эпир ветерансен умĕнче ĕмĕрех парăмра, — палăртрĕ министр çумĕ Дмитрий Андреев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code