Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германине çĕнтерни кăçал 80 çул пулать. Çавна май уява хатĕрленессипе çĕршывра пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Камсем çывхартнă Аслă Çĕнтерĕве? Салтаксем, тыл ĕçченĕсем. Çав вăхăтра ачасемпе çамрăксем те: пионерсемпе комсомолецсем. Иртнĕ ĕмĕрте эпир тата пирĕн ачасем вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса ỹсрĕмĕр. Шел пулин те, çулсем иртнĕ май вăрçăра çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунă паттăр пионерсемпе комсомолецсен ячĕсем манăçа тухса пычĕç. Историе улăштарас тĕллевпе информацие урăхлатнипе те тĕл пулатпăр хăш чухне. Зоя Космодемьянская террористка ята тивĕçрĕ, Александр Матросова ỹсĕр пулнă тесе калама пăхрĕ хăш-пĕр йĕксĕк.
Ачасем вăрçă вăхăтĕнче вара чăннипех те пысăк паттăрлăхпа палăрнă. Вунтăватă çулхи Ваня Герасимов батарейăра салтаксем вилсе аманса пĕтсен пĕччен тупăран персе тăрать. Снарядсем пĕтиччен. Сулахай алă чавсине снаряд ванчăкĕ лексе çĕмĕрет, сылтăм алă лаппи татăлать. Сылтăм алă татăкĕпе кăкăр çумне граната хĕстерсе тытса тăшман танкĕ айне выртать. Танка вут хыпса илет. Çак арçын ача та ỹсĕр пулнă-ши? Икĕ уринчен те аманнă комиссар тăнне çухатман, Иван мĕнле çапăçса вилнине сăнаса выртма пултарнă. Сталин, арçын ачасемпе хĕр ачасен паттăрлăхĕсем çинчен пĕлсе тăнăскер, каланă:

— Çакăн пек паттăр çамрăксем пур чухне пире никам та çĕнтереймест.
Вуннăри-вунулттăри ачасем пирĕншĕн çапăçса пуçĕсене хунă, вĕсен тивлечĕпе эпир пурăнатпăр тесе çирĕплетсех калама пулать. Хăшĕ-пĕрисем калама пултараççĕ:
— Ĕмĕрех пурне те асăнса пурăнаймăн, ячĕсене пĕлмесен те аптăрамасть.
Çавăн пек çынсем валли пĕр ыйту çуралать: енчен те палланă, лайăх пĕлнĕ арçын СВОра çапăçса вилнĕ хыççăн эсир ăна та манма пултаратăр-и?
Малашлăхра — тепĕр 50-60 çултан унăн паттăрлăхне урăхлатса калаçни тăванĕсен чĕрине ыраттарĕ паллах.
Çакна та каласа хăварас килет. Фронта тыл ялан пулăшнă, пулăшать. Тыл çирĕп пулни çĕнтерĕве çывхартать.
— СВОра салтаксене пысăк укçа тỹлеççĕ. Вилсен çывăх çыннисене çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ, пенси параççĕ. Мĕн пулăшмалла вĕсене? — тесе калакан çынсем те тĕл пулаççĕ.
Енчен те вăй питти арçын çак сăмахсене уççăн каламасăр вĕчĕрхĕнсе ăшра шухăшлать пулсан — кайтăр вăрçа. Укçа ăна та параççĕ. Енчен те хĕрарăм чунне варалать пулсан — вăрçа çывăх çыннине ятăр. Укçа тỹлеççĕ вĕт. Салтак вилсен «çăмăллăх» пулать имĕш, пенсисĕр те хăвармаççĕ.
Вăрçăра çапăçакан, вилнĕ салтаксене асăнса хисеплесси малашне вăй илсе, сарăлса пырассине шанас килет. Сăлтавĕ пур, малашне патриотизм темипе шкул ачисене кинофильмсем кăтартма пуçлаççĕ. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне плакатсем çине çамрăк паттăрсен сăн ỹкерчĕкĕсене, хушамачĕсене ỹкерсе, çырса хурĕç. Анчах та çакă çителĕксĕр. Плакатне музее кĕртсе хурĕç те тепĕр уявччен çавăнта тăрĕ. Совет самани вăхăтĕнчи пек пысăк стендсем тумалла. Пĕрремĕш класа килнĕ ача шкулта вĕренсе пĕтериччен кашни кун çак стенд умĕнчен иртсе кайĕ. Тăхăр е вунпĕр çул хушшинче 4-5 паттăр ятне аса илсе юлсан та питĕ лайăх. Çак сăваплă ĕçе тума укçа çитменни çине яни вырăнлă мар. Кирлĕ пулсан халăхран пуçтармалла. Вунă тенкĕ укçа паракана та пуç таймалла. Ман шутпа, шкулсенче кашни класа Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ пионерсемпе комсомолецсен ячĕсене пани ырă çимĕç парĕ. Çакă пасар экономикине, çĕршыва сиен тумĕ. Усси пулать. Паттăрсен ячĕсене ачасем хăйсем суйласа илччĕр, аслисем пулăшнипе.
Сиенлĕ пулмасть — пархатарлă ĕç сая каймĕ.
Эпир вилнĕ. Çĕнтерỹ кунĕнче
Савăнма тỹр килмерĕ пире.
Тискер эсрелтен тасалчĕ тĕнче.
Савăнăр — пурăнатăр пĕрре.
Пирĕн пулман ывăл-хĕр, мăнуксем,
Çамрăклах вилĕм тытрĕ пире.
Ан манăр пире, ентеш-тăвансем,
Ыр сунса пехиллетпĕр сире.
А.СОРОКИН.

