Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрремĕш учитель

Пĕрремĕш учитель

Кỹлпуç ялĕнчи пуçламăш шкула 1908 çулта уçнă хыççăн 1937 çулчченех ачасене урăх çĕртен килнĕ учительсем вĕрентнĕ. Ялта çуралса ỹснĕ çынсенчен пĕрремĕш вĕрентекен виçĕ вăрçă участникĕ Алексей Степанович Сазонов пулнă. Тепĕр енчен илсен, Кỹлпуçри пуçламăш шкулта 1922-1945 çулсенче унăн мăшăрĕ Ксения Николаевна Сазонова (Пермякова) ĕçленĕ-ха. Анчах та вăл ялта çуралса ỹсмен, Çĕрпỹ тăрăхĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчен качча килнĕ.

Алексей Степанович Сазонов 1849 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Кỹлпуç ялĕнчи вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Пысăк çемьере пилĕк ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ. Алексей виççĕмĕш ача пулнă. 1906 çулта вăл Хăвăлçырмари чиркỹ çумĕнчи 4 класлă шкула вĕренме кĕрет. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн ăслă-тăнлă, малалла та вĕренес тĕллевлĕ ывăлне ашшĕ — Степан Иванович Елчĕкри икĕ класлă училищĕне вырнаçтарать. Вăл унтан 1909 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн ашшĕн хуçалăхĕнчи ĕçсене кỹлĕнет. Çемьен уй-хирти çĕрĕсене лаша плугĕпе сухаласа тырă акасси, тĕпрен илсен, Алексейпе Константин пиччĕшĕсемпе Николай шăллĕ çине тиеннĕ. Тырра вырса, çапса тĕшĕлес ĕçсенче, паллах, пĕтĕм çемье хутшăннă. Ашшĕ — Степан Иванович пур ĕçре те ăста пулнă. Вăл уйрăмах йывăç каскалама юратнă. Ỹркенмен Алексей ун çумĕнче ĕçлесе лаша ураписемпе çунасем, пичкесемпе шетниксем, йывăç кĕреçесемпе кĕреплесем, сĕтел-пукан, йывăç савăтсемпе кашăксем тата темĕн те пĕр ăсталама вĕреннĕ. Çавăн пек ашшĕ хуçалăхĕнче виçĕ çул ĕçлесе пурăннă хыççăн 18 çулхи кĕрнеклĕ каччă хăйĕн тантăшĕпе Донбасри шахтăна ĕçлеме кайма сăмах татнă.1912 çулхи çу уйăхĕнче çемйисемпе сывпуллашса вĕсем иккĕшĕ Шăхран станцирен (1925 çултанпа Канаш хули) пуйăспа Донбаса тухса каяççĕ. Пĕрремĕш çул Алексей шахта тулашĕнчи ĕçсене туса пурăннă, иккĕмĕш çулхине çеç ăна шахта штольнине анма ирĕк панă. Тен, вăл яланлăха унта ĕçлеме юлнă пулĕччĕ, анчах 1914 çулхи август уйăхĕнче пуçланса кайнă пĕрремĕш тĕнче вăрçи унăн шăпине тĕпĕ-йĕрĕпе улăштарнă. Нимĕç çарĕсем Украина çĕрĕ çине кĕрсе Донбасс еннелле талпăннă вăхăтра Раççейĕн урăх кĕпĕрнисенчен килнĕ шахтерсен ытларах пайĕ ĕçрен тухса килĕсене саланма тытăннă. Алексей Сазонов та ĕçне пăрахса чăваш çĕршывне таврăннă. Ку вăхăт тĕлне çемьере чылай улшăнусем пулса иртнĕ. Марфа аппăшĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Петр Максимова качча тухнă. Каласа хăварни вырăнлă, вĕсен ывăлĕ Николай Петрович Максимов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ пулнă. Константин пиччĕшне вара мобилизациленĕ. 1915 çул пуçламăшĕнче вăл пĕр çапăçура вилмеллех аманни çинчен хыпар çитет. Яла таврăннă хыççăн тепĕр уйăхран Алексее те салтака кайма ят тухнă. Кĕске вăхăт артиллеристсен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл Кăнтăр Хĕвеланăç фрончĕн 8 армири артиллеристсен 117-мĕш дивизионне кайма приказ илнĕ. Ку фронтăн ытларах пайĕ Галицире (паянхи Украинăри Львов облаçĕ) вырнаçнă пулнă. Фронта паллă генерал Алексей Алексеевич Брусилов ертсе пынă. 1915-1916 çулсенчи çапăçусем питĕ хĕрỹ пулнă. Перемышль, Львов тата ытти вакă хуласем темиçе хутчен те алăран алла куçса тăнă. 1916 çулхи май уйăхĕнче Австро-Венгрипе Итали çарĕсем Англипе Франци союзниксен çарĕсене Хĕвелтухăç Карпатра хĕсме тытăнаççĕ. Раççей командованийĕ союзниксен çарĕсене нимĕçсем çапса аркатас хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе тата Англипе Франци правительствисем тилмĕрсе ыйтнипе планпа наступление июлĕн 15-мĕшĕнче пуçлас вырăнне маларах, июнĕн 4-мĕшĕнче пуçласа янă. Алексей Сазонов артиллерист Луцк хулине ирĕке кăларнă чухнехи çапăçусене хутшăннă. Çуллахи наступлени вăхăтĕнче Австрипе Германи нумай çухату тỹснĕ. Вырăссем пиншер офицерпа салтака плена илнĕ, Буковинăпа Хĕвеланăç Галици çĕрĕсене йышăннă. Анчах фронта хĕç-пăшалпа, патрон-снарядсемпе çителĕклĕ тивĕçтермен пирки тата ытти сăлтавсене пула наступление малалла аталантарса пырас вырăнне вăл вуçех пăчланса ларнă. Ку çапăçусем историре Брусилов прорывĕ ятпа сыхланса юлнă.

1917 çулхи февраль уйăхĕнче Петроградра буржуаллă-демократиллĕ революци пулса иртнĕ. Иккĕмĕш Николай патшана влаçран хăтарса арестленĕ, Раççейре пĕтĕм власть Вăхăтлăх правительство аллине куçнă.

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Алексей Сазонова демобилизациленĕ. Вăл яла таврăнса ашшĕн хуçалăхĕнчи ĕçсене тума тытăннă. Вăл вăхăтра хуласенчен инçетре вырнаçнă чăваш ялĕсенче улшăнусем пуçланман, ĕлĕкхиллех кашни хресчен хăйĕн çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăннă. Сисĕмлĕ улшăнусем 1917 çулхи октябрь уйăхĕнче Петроградра социализмла революци Вăхăтлăх правительствăна çапса аркатса власть Советсен аллине куçнă хыççăн пуçланса кайнă. Чăваш ялĕсенче те Советсем йĕркеленме тытăннă. Кỹлпуç ялĕнче çĕнĕ влаçа никĕслес ĕçре Алексей Сазонов тỹпи пысăк пулнă. Вăл хресченсем хушшинче Совет правительствин тĕллевĕсене ăнлантарса панă, ял советне йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă.

1918 çул Совет Раççейĕшĕн питĕ хăрушă çул пулса тăнă. Çĕршывра граждан вăрçи алхаснă. Пур енчен те Мускавпа Петроград еннелле Алексеев, Корнилов, Деникин генералсен шурă гварди çарĕсем тата ют çĕршыв интервенчĕсем талпăннă. Çĕпĕрте Колчак адмирал хуçаланнă, ăна акăлчан, яппун, чех оккупанчĕсем пулăшса тăнă. Мурманскпа Архангельскра акăлчансем, французсем, американецсем, Вăтам Азире акăлчансем, Дон юханшывĕ таврашĕнче Краснов генерал хуçаланнă, Украинăра Махно атаман тата ытти бандăсем пуçтахланнă. Петрограда нимĕçсем тытса илес хăрушлăх тухса тăнă…

1918 çулхи октябрь уйăхĕнче Алексей Сазонов рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарне çырăннă. Кĕске вăхăт Теччĕри, ун хыççăн Хусанти çар чаçĕсенче тăнă хыççăн ăна Петрограда куçараççĕ. Вăл революци хулине хỹтĕленĕ çапăçусенче 1919 çулхи март уйăхĕччен пулать. Йывăр чирлесе ỹкнĕ пирки ăна сипленме тăван ялне таврăнма ирĕк параççĕ. Сывалнă хыççăн вăл Шăхран станцийĕнчи чугун çул управленийĕн милици уйрăмĕнче уголовлă шырав агенчĕ пулса ĕçлеме направлени илет.

Граждан вăрçи çулĕсенче çĕршывра контрреволюци юхăмĕ аталанса кайнă, вăрă-хурах бандисем алхаснă. Чугун çул çинчи апат-çимĕç, хĕç-пăшал, халăха тивĕçтерекен тата ытти таварсене тиенĕ поезд составĕсем çине тапăнса çаратас хăрушлăх питĕ пысăк пулнă. Алексей Сазонов хăйĕн службăри юлташĕсемпе халăх туприне ăмсанакан вăрă-хурахсемпе кĕрешнĕ. Ăна темиçе хутчен те хĕç-пăшаллă бандитсене лăплантарма тỹр килнĕ.

Пулас мăшăрĕпе — Ксения Николаевна Пермяковăпа та Алексей Сазонов Шăхран станцинче дежурство вăхăтĕнче паллашнă. Ĕçĕ çапла пулса иртнĕ: Ксения Николаевна Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнчи шкулта учительница пулса ĕçленĕ. Канмалли кунсенче час-часах хăйне Шушарта (Хусан хули çывăхĕнчи поселок) вĕрентнĕ Ксения Николаевна Баратынская патне кайса çỹренĕ. Ăна йывăр вăхăтра май пур таран пулăшса ялтан апат-çимĕç продукчĕсене леçсе панă. Хусантан каялла таврăннă чухне ялти лавккасенче пулман япаласене (тăвар, сахăр, пусма-тавар тата ыт. те) илсе килнĕ…

Ксения Баратынская пирки те чарăнса тăрар. Вăл Хусанти Баратынский улпутсен йăхĕнчен. Унăн аслашшĕ Евгений Баратынский кнеç хăй вăхăтĕнче Раççейри паллă поэт, Александр Пушкин поэтăн çывăх юлташĕ пулнă. Ксения Николаевна чыслă-сумлă хĕрсен инситутне (институт благородных девиц) пĕтернĕ хыççăн Хусана таврăннă. Вăл пуçарса янипе 1904 çулта Хусан çывăхĕнчи Шушар поселокĕнче вырăс мар ачасене учительсен семинарине вĕренме кĕме хатĕрлекен шкул уçăлнă. Унта вăл хăй те ачасене вĕрентнĕ. Ксения Пермякова вара çак шкулта 1906-1909 çулсенче вĕреннĕ. Баратынскаяпа Пермякован ячĕсем, ашшĕ ячĕсем те пĕрешкел пулни, çак шкулта Ксения Пермяковăпа пĕр вăхăтра чăваш халăхĕн пулас паллă художникĕсем — Спиридоновпа Сверчков пĕлỹ илни те питĕ кăсăклă…

…Час-часах тулли сумкăсемпе пуйăспа çỹрекен хĕре Шăхран станцийĕнче дежурствăра тăракан Алексей Сазонов асăрханă. Пĕррехинче ăна спекулянтка вырăнне хурса сумкисене тĕрĕслеме милици пỹлĕмне илсе кĕнĕ. Çывăхрах паллашнă хыççăн Алексей хăй йăнăшне ăнланса илнĕ те, хĕртен каçару ыйтнă. Çавăн хыççăн вĕсем тĕл пулма тытăннă. Пĕр-пĕрин патне туртакан туйăм вĕсене çывăхлантарнă. 1920 çулта çемье çавăрса Уçырмара пурăнма тытăннă. Ксения Николаевна ялти пуçламăш шкулта учительница, Алексей Степанович Шăхран станцийĕнче хăйĕн ĕçне малалла тăснă.

1922 çулта служба срокĕ вĕçленнĕ хыççăнах Алексей мăшăрĕпе тата 1921 çулта çуралнă Валя хĕр ачипе Кỹлпуçне таврăннă. Çав çулхинех ашшĕ-амăшĕ, виçĕ шăллĕ тата ял-йыш пулăшнипе Кайрикасра — çемье йĕтемĕ пулнă вырăнта çурт хăпартса унта пурăнма куçаççĕ.

Ксения Николаевна Кỹлпуçĕнчи пуçламăш шкулта учитель пулса ĕçлеме тытăннă, Алексей Степановича ял совечĕн секретарьне суйласа лартнă. Çамрăк çемье кĕске вăхăтрах ялта пысăк авторитет çĕнсе илме пултарнă. Хăйсен тĕп ĕçĕсене лайăх пурнăçласа пынисĕр пуçне вĕсем обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă, хресченсене çĕнĕ влаçăн политикине ăнлантарса час-часах ял пухăвĕсенче докладсемпе тухса калаçнă. Ксения Николаевна ялти пуçламăш шкулта пионерсен организацине йĕркелесе янă. Вăл тăрăшнипе ял клубĕнче концертсемпе спектакльсем лартнă. Сĕрме купăспа лайăх выляканскер, концертсене хăй те хастар хутшăннă. Ялта вăл вăхăтра медиксем пулман. Вăл вара Ксения Баратынская Хусантан посылкăпа ярса панă эмелсене çынсене парса сывалма пулăшнă. Хут пĕлменлĕхе тата трахома чирне пĕтерес ĕçсенче Сазоновсен тỹпи пысăк пулнă. Ĕлĕкрех кил хуçалăхĕнчи пахчара ял çыннисем, тĕпрен илсен, çĕр улми, кишĕр, кăшман, сухан, ыхра, кавăн çитĕнтернĕ. Сазоновсем вара помидор, пылак пăрăç та çитĕнтернĕ. Вĕсен вăррисене ял-йыша салатса панă, çак çимĕçсене мĕнле пăхса çитĕнтермеллине ăнлантарса панă. Ксения Николаевна пỹртре чỹлмексем çинче хитре чечексем çитĕнтернĕ, лимон тĕмĕнчен те çимĕç туса илнĕ. Алексей Степанович вара пỹрт умĕнчи чăнкă çырмана кỹме урапипе хура çĕр илсе килсе вашмăклатнă хыççăн улмуççи садне ĕрчетсе янă. Садра чие, панулми, слива, хурлăхан, хăмла çырли тĕмĕсем çитĕннĕ. Кунта пыл хурчĕсем валли те вырăн тупăннă. Ал ĕçне лайăх пĕлекенскер, вĕллесемпе рамăсене те хăех ăсталанă. Утарта вăтамран 20-22 вĕлле пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем пуçланичченех — Çирĕклĕ Шăхаль тăрăхĕнчи пек чаплă садсем урăх ниçта та пулман пулĕ.

Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code