
Иртенпе кашланă çил кăнтăрлана çумăр пĕлĕчĕсем хăваласа килчĕ те пĕлĕтрен вĕтĕ çумăр пĕрĕхме пуçларĕ. Çак çанталăкра Елчĕк-Патăрьел çулĕ çинче пĕр çăмăл автомашина чарăнса ларнă. Хĕрĕх урлă каçнă водитель капота уçса тем аппаланать.
— Мĕнле кун пулчĕ паян, ирхине вĕри чейпе алла пĕçерттертĕм, кайран алăкпа пỹрнене хĕстертĕм, халĕ вара машина чăхăмлать, — тесе мăкăртатрĕ хăй.
Кĕçех ун умне Елчĕк ачи, сĕт турттаракан машинăпа çỹрекенскер, чарăнчĕ те, мĕн пулнине ыйтса пĕлчĕ. «УАЗ е ВАЗ пулнă пулсан пулăшаяттăм, ют çĕршывра кăларнă машинăсемпе ăнлансах каймастăп, Туçана сĕтĕрсе каятпăр, унта ăнланакан маçтăр пур», — тесе вăл пăсăлнă машинăна УАЗ хыçне çаклатма пулăшрĕ.
Туçа çынни чăнах та ăста пулчĕ, мотора пăхса илнĕ хыççăн бензин насосне ылмаштармаллине пĕлтерчĕ. Ăна илме каялла Патăрьелне каймалла пулчĕ. Çапла вара килне çаврăнса çитнĕ çĕре урамра тĕттĕм те пулнăччĕ. Машинăна гаража лартсан Алексей арăмĕнчен вăрттăн вырăна пытарнă хĕрлĕ эрехе кăларчĕ, чĕркке çине ярса ĕçрĕ. Тулли мар савăта хăвăрт пушатрĕ те автомашина кресли айне хурса пỹрте кĕчĕ.
— Алексей, эпир сансăрах апат çирĕмĕр, аллуна çу та сĕтел хушшине лар, сана яшка антарса паратăп, — терĕ ăна арăмĕ.
Апат çинĕ вăхăтра упăшки арăмне паян мĕн пулнине каласа пачĕ. Унтан апатшăн тав турĕ те мăшăрне чуп туса илчĕ, вырăн çине выртса самантрах çывăрса кайрĕ. Мăшăрĕ вара час çывраймарĕ. Упăшкинчен эрех шăрши килнине тỹрех туйрĕ вăл.
«Тен, тĕрĕс калаçаççĕ ман упăшка намăссăр хĕрарăмпа çыхланса кайни пирки? Киле тỹрех килтĕм, ниçта та чарăнмарăм тесе каларĕ, хăйĕнчен вара эрех шăрши кĕрет», — шухăшласа выртрĕ хĕрарăм. Кайран вăл ура çине тăчĕ те гаража тухрĕ. Машина салонĕнче фонарь çутатса тем шырарĕ, ларкăч айĕнчи эрех савăтне курсан ăна алла тытрĕ те йĕрсе ячĕ. Каялла пỹрте кĕрсен çутă çутмасăрах нумай шутласа ларчĕ, унтан çывăрмалли пỹлĕме кĕрсе упăшкине вăратрĕ: «Вăйлă харлаттаратăн, паçăрах çывăраймастăп», — тесе упăшкине пỹлĕмрен кăларса ячĕ.
Çапла эрне иртни те сисĕнмерĕ. Эрнекунччĕ ун чухне. Арçын залра телевизор пăхса ларать. Çук, ăнкарусăр мар вăл, сисрĕ арăмĕ юлашки кунсенче улшăннине. Малтан телефонпа час-часах калаçатчĕ пулсан, халĕ кунĕпе те шăнкăравламасть, ĕçрен килсен те: «Ывăнтăм, пуç ыратать», — тесе пỹлĕмне кайса выртать.
Ачи паян клубра концерт пуласса пĕлтерсе юлташĕсемпе клуба тухса кайсан Алексей патне арăмĕ пырса ларчĕ:
— Алексей, ман сана каламалли сăмахсем пур. Эсĕ мана итлесе пĕтер те ман сăмахсем пирки тĕплĕн шутласа пăх. Эпĕ санран уйрăлма шутларăм. Мĕншĕн тесен эпĕ хама юратман çынпа пурăнса ывăнтăм. Эсĕ мана юратманнине сана качча тухсанах ăнлантăм. Çук, пуçа усмарăм ун чухне, ача çуралсан эсĕ мана юратасса шантăм. Иккĕмĕш те çуралчĕ, эпĕ сан чĕрỹ патне çул шырарăм, тупаймарăм. Санăн чĕрỹ ман юратăва йышăнмарĕ пулас, вырăн пулмарĕ унта ман валли. Эсĕ мана «юрататăп» тесе каланă чухне мана кăна мар, хăвна та улталасшăн. Пуласлăх çинчен шутламастăн, васкатăн тесе калама пултаратăн. Эпĕ ман юратăвăм курайманлăха çаврăнасран хăратăп, çавăнпа васкатăп. Пирĕн ачасем те пур, вĕсем çинчен те шутламалла, çавăнпа уйрăлар та юлташсем пек тăрса юлар. Эсĕ вара хăвăнтан, хăвăн чĕрỹнтен ыйтса пăх, мĕншĕн пирĕн пурнăç çапла пулса тухрĕ, — çапла каларĕ те хĕрарăм пỹлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Алексей пỹлĕм тăрăх каялла-малалла утма пуçларĕ: «Мĕн уйрăлас пирки калаçать ман арăм, мĕнпе начар пултăм? Пỹрт турăмăр, машинăсем илтĕмĕр, пĕрре те саплăк тумпа çỹретмерĕм. Чăнах та, килте арăм сыхласа лараймарăм, пуçа çĕмĕрттерсе укçа тумалли майсене шырарăм. Акă ыран та ирхине инçе çула каймалла, укçашăн каятăп. Хĕрарăмсем укçа çитменнипе упăшкисемпе вăрçăнаççĕ, ман арăма вара юрату çитмест. Хальхи пурнăçра юратăва хисеплемеççĕ, халĕ укçа малти вырăнта».
Лăпланас тесе чей куркине шыв тултарчĕ те татах арăмĕн сăмахĕсене аса илчĕ. Тен, чăн та, юратмасть-ши арçын арăмне? Вăл урама тухрĕ, умри сак çине вырнаçса тарăн шухăша путрĕ. Тен, хăнăхнă та пĕр-пĕрне, пурăнаççĕ çапла? Мĕн вăл юрату? Юратса курнă-ши арçын? Çак самантра куç умне çамрăк вăхăтсем тухса тăчĕç.
…Урамра çу уйăхĕ тăратчĕ. Алексей çамрăк. Ялти лавккана кĕчĕ те пуçне усса ларакан сутуçă патне пырса мороженăй ыйтрĕ. Сутуçă пуçне çĕклесе: «Сире мĕн ятли кирлĕ?» — тесе ыйтсан, каччă çухалса кайрĕ. Хĕрĕн куçĕсем. Кăвак тỹпе тĕсне хăй çине туртса илнĕ евĕр çутă та таса, тарăн вĕсем. Мĕн чухлĕ ăшăлăх, ачашлăх çак куçсенче.
Хула хĕрĕ кунта сутуçă пулса ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумаях та иртмен-ха. Кукамăшĕ патĕнче пурăнать вăл. Ашшĕпе амăшĕ — кỹршĕллĕ республикăра пурăнаççĕ. Ỹссе çитĕнсен хĕре хула мар, ял хăй патне туртнă ахăр.
Пĕрре курсах кăмăлларĕç хĕрпе каччă пĕр-пĕрне. Çак кунран çамрăксем каçсерен пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçларĕç. Юратăвăн вăйĕ пысăк: тахăш вăхăтра хĕрпе каччăна хăйĕн авăрне сĕтĕрсе кĕрсе пăхăнтарчĕ вăл. Пĕр каçхине Алексей Викăна тутаран чуп тума хăюлăх çитерчĕ. Çак каç вĕсем пĕр-пĕрин çине тата уйăх çине пăхса çапла тупа турĕç: «Эпир, Алексей тата Виктория, паян уйăх çине пăхса мĕн ватăлса виличчен пĕр-пĕрне чĕререн юратма сăмах паратпăр». Тупа тунă хыççăн: «Эсĕ манăн Алешка, манăн», — тесе Вика пĕр вăхăт каччăна çирĕп ыталаса тăчĕ. Вĕсене тỹперен çаврака тулли уйăх çутатрĕ, сăнарĕ.
Çук, пĕрле пулаймарĕç хĕрпе каччă. Алексей хăйĕн çамрăклăхне пула пысăк йăнăш турĕ. «Эсĕ пирĕн юратăва сутрăн, эпĕ сана каçараймастăп», — терĕ Вика Алексее ун чухне. Ашшĕ-амăшĕ патне пурăнма тухса кайрĕ вăл.
Çемьеленсен Викăпа тепĕр хут тĕл пулма пỹрчĕ-пỹрчех шăпа. Алексей тулли автомашинăпа çĕршывăн тĕп хулине васкать. Чăваш арçынĕсем Мускава канма мар, çемйисене тăрантарма, укçа ĕçлесе илме каяççĕ. Акă, Украина хыпарĕсене сỹтсе пынă калаçу аякран та аякран илтĕнме пуçласан, руль тытса пыракан Алексей хăй çывăрса кайма пуçланине туйрĕ, шиклĕх туйăмĕ самантрах вăратса ячĕ ăна. Вара çул хĕрринче вырнаçнă кафене чарăнса çăра кофе ĕçме шухăшларĕ. Кафе умне çитсен ун çывăхне автомашина чарăнчĕ те унтан килĕшỹллĕ тумланнă хитре хĕрарăм тухрĕ. Куçĕсем тĕл пулсан иккĕшĕ те тăп чарăнса тăчĕç вĕсем.
— Алешка, эсĕ-и ку чăнах, халĕ миçе çул иртсен… — терĕ хĕрарăм.
Алексей чĕрине тем пулчĕ, вăл хытăрах та хытăрах тапма тытăнчĕ, вутпа хыпса илчĕ тейĕн.
Арçын хĕрарăм патне пырса:
— Каçар мана, Вика, — терĕ.
Хĕрарăмăн куçĕсем йĕпеннине, кайран куççулĕсем юхса аннине курсан, вăл çухалса кайрĕ. Çук, калаçса тăрса иртнине, чун ыратăвне тавăрас килмерĕ арçыннăн. Викăна каллех амантасран хăраса хăвăрт автомашини çине ларчĕ те çула тухрĕ вăл…
Чунĕ ыратнипе ним те тума пĕлмест Алексей. Пуçне çỹле çĕклерĕ те вăл капланса шăвакан пĕлĕтсен хушшинчи уйăха асăрхарĕ.
— Уйăх, эсĕ питĕ çỹлте тăратăн, пурне те куратăн, ман телее курман-и эсĕ? Çухатнă эпĕ ăна, пулăшсам, тупса пар эс мана телейĕме, — тесе чĕрĕ çынран ыйтнă пек ыйтрĕ арçын. — Çук чĕнместĕн. Эсĕ те пĕлместĕн апла.
Сасартăк кĕсьери карас телефонĕ сас пачĕ. Алексей ăна алла тытса:
— Алло, итлетĕп, — терĕ.
— Алешка, эсĕ-и? — тенĕ сăмахсене илтсен вăл тỹрех сасă хуçине палласа илчĕ.
Пĕр хĕртен кăна илтнĕ вăл хăйне çапла чĕннине.
— Привет, Вика. Эсĕ ман номере мĕнле тупрăн? — васкаса ыйтрĕ каччă.
— Интернетра тупрăм. Акă, халĕ балкон çине тухрăм та уйăх çине пăхса санпа калаçатăп, — пулчĕ хурав.
— Вика!.. Эпĕ те уйăх çине пăхатăп.
— Алешка, уйăх мĕншĕн çакăн пек пĕччен пулнине пĕлетĕн-и эсĕ?
— Çук, мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен вăл та тахçан юратнă…
Сергей W. Елчĕк (2024 çул).

