Суббота, 24 мая, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ. Журналистсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене регион ертỹçине куçа-куçăн тĕл пулса та, видео мелĕпе те пама пултарчĕç. Пресс-конференцие регионти, муниципаллă тата çавăн пекех федераллă массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Пресс-конференци икĕ сехет ытла тăсăлчĕ. Çак вăхăтра Олег Николаев пĕтĕмпе 30 ытла ыйтăва хуравларĕ. Журналистсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисен тарифĕсем, граждансен тĕрлĕ категорийĕсене социаллă пулăшу парас, республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ, Чăваш Ене малалла аталантарас тата ытти ыйтусене хускатрĕç. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ чăрмавсене те асăнмасăр иртмерĕç.

— Эпир паян чылай ыйтăва хускатрăмăр, вĕсенчен кашнинех эпĕ май килнĕ таран тỹррĕн те конкретлă хуравлама тăрăшрăм, — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Халăха хумхантаракан çакăн пек çивĕч темăсемпе калаçассине ỹлĕмрен те тăсмалла. Ку вăл малашлăх йышăнусем туса хатĕрлеме питĕ усăллă.

Юлашкинчен регион ертỹçи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code