Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăмартана мĕншĕн сăрлаççĕ?

Çăмартана мĕншĕн сăрлаççĕ?

Авалхи тĕн халапĕ тăрăх, пирвайхи Мăнкун çăмартине Мария Магдалина Рим императорне çветтуй Тиберие парнеленĕ. Çак пулăм Христос чĕрĕлсе тỹпене хăпарнă хыççăн пулса иртнĕ. Мария Магдалина Рим хулине Евангели вĕрентĕвне сарма çитет. Вăл вăхăтра император патне пурин те мĕнле те пулин парне илсе килмелле пулнă. Пуянсем ылтăн-кĕмĕл, чухăнсем мĕн илсе килме пултарнă, çавна панă. Магдалинăн Христос ĕненĕвĕсĕр пуçне нимĕн те пулман, çавăнпа вăл Тиберие чăх çăмарти тăсса парать те: «Христос чĕрĕлнĕ!» — тет. Император хĕре ĕненмесĕр: «Çак шурă çăмарта хĕрелеймен пекех вилнĕ çын та чĕрĕлеймĕ», — тет. Тибери хăйĕн шухăшне вĕçлесе пĕтереймест — çăмарта шурă тĕсрен çутă хĕрлĕ пулса тăрать. Халап йăлана çирĕплетме çеç пулăшать. Христос ĕненĕвне саракансемшĕн сăрланă çăмарта Иисус чĕрĕлнине тата çĕнĕ пурнăçшăн тасалнине пĕлтернĕ. Çăмартасен хĕрлĕ тĕсĕ Христос юнне, чĕрĕлĕхе палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code