Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчи 66-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ тата Сергей Владимирович ЧЕРНОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи малтан акма тухнă.