Ял пурнăçĕ аталанса пырасси ĕмĕртенпех тыр-пул акса ỹстерессипе, выльăх-чĕрлĕх усрассипе çыхăннă.
Патша саманинче çак ĕçе ялти кашни уйрăм хресчен хуçалăхĕ хăй тĕллĕн туса пынă. Килти хуçалăхра ĕне, сурăхсем, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал, лаша тытнă. Вĕсем çирĕп хуçалăхсем шутланнă. Çав вăхăтрах питĕ чухăн пурăнакансем те пулнă. Çемьере хĕр ачасем çеç пулсан вĕсене çĕр пайĕ те паман, çемье ашшĕн пĕр çĕр пайĕпе çеç усă курайнă. Ывăлсем пулсан пурне те çĕр уйăрса панă. Пĕр сăмахпа, ялта тан марлăх хуçаланнă.
Совет самани çак тан марлăха пĕтернĕ. Ялсенче колхозсем йĕркеленнĕ. Тыр-пул туса илессинче ял халăхĕ ушкăнпа ĕçлесси йĕркене кĕнĕ. Ĕне, сысна, чăх-чĕп фермисем çĕкленсе ларнă, вĕсенче те пысăк йышпа вăй хунă. Ял çыннине килти хушма хуçалăхĕнче выльăх усрама та чарман. Кашни çемье ĕне усрас тесе тăрăшнă, анчах вĕсене тăрантарса усрама утă-улăм хатĕрлеме çав тери йывăр пулнă. Ун чухне колхозсем хальхи пек ял халăхне утă-улăм валеçсе паман. Юрать, колхозăн тырă пуссинче çум курăк ỹснĕ, ял çыннисем хăйсен ачи-пăчипе пĕрле çу каçипе çум курăка тасатма хутшăннă май ăна кỹме урапипе килĕсене туртса кайса типĕтнĕ, хĕл кунĕсенче ĕне выльăха тăрантарса усрама янтăланă. Кукуруза анисем те çум курăклă пулнă, ăна çынсем вăрттăн çумланă. Колхоз председателĕ курсан хăваласа янă — çумлаттарман. Юрать, Елчĕкре крахмал завочĕ пулнă, унтан çĕрулми мезгине çыртарса илме пулнă. Кашни кил умĕнче тенĕ пекех мезгана упрамалли шăтăксем пулнă. Çапла майпа ĕне выльăхпа ытти выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипе мезга пĕçерсе улăмпа хутăштарса çитернĕ. Халăха улăм та тивĕçмен, вăл фермăсенчи йышлă ĕне выльăха тăрантма кирлĕ пулнă. Ял çынни пурпĕрех майне тупнă, çĕрлехи вăрттăн вăхăтра тулă, пăрçа арпи илме кайнă. Улăм куписен айĕнче арпа нумай юлнă. Ăна пысăк михĕсем çине тултарса йăтнă, урапапа, мотоцикл пуррисем унпа турттарнă. Çак вăхăтра ял çынни ыйхă мĕнне те пĕлмен — питĕ сахал çывăрнă. Ку ĕçе те вăрттăн тумалла пулнă. Колхозри специалистсем курас-тăвас пулсан тултарнă михĕсенчи урпана пĕтĕмпех каялла пушаттарнă. Килте выльăх усракан хĕллехи вăхăтра та пĕр канăç курман. Çĕрлехи вăхăтра юр ашса улăм хушăкĕ патне хире кайнă, улăма кантрапа çыхса çурăм çинче йăтса киле çитнĕ. Улăма ĕне выльăха тураса, пĕçерсе çитернĕ. Йывăр пулсан та, пурпĕрех ял çынни ĕне усранă. Мĕншĕн тесен ĕне усракан çемьен çимелли юр-вар пулнă. Ĕнесем ун чухне сĕтне 7-8 литртан ытла та антарман, сăлтавĕ — апат çителĕклĕ пулман.
Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр вăхăтра та ĕне, качака усракан çемьесенчи ача-пăча выçăпа ытлашшиех аптăраман — мезга пашалуне сĕтпе сыпса çисе хырăма улталанă.
Пурăна киле ял халăхĕшĕн ĕне выльăх усрама çăмăл тапхăр та çитрĕ. Кашни кил-çуртлă хуçалăха ĕне выльăх валли утăлăх курăк акса туса илме ял çывăхĕнчи çĕрсене 50 сотăй чухлĕ арендăна пачĕç. Пурте çак çĕрсене сухалаттарса люцерна акрĕç, ялĕпе тенĕ пекех ĕне усрама тытăнчĕç. Лайăх апатпа тăрантарнăран, ĕнесем хĕллехи тапхăрта та 20-30 литртан кая мар сĕт антаракан пулчĕç. Çынсем хăйсенчен ытлашши сĕте патшалăха та сутаççĕ. Сĕт пуçтаракансем чĕр тавара йỹнĕрех хакпа туянаççĕ пулсан та, ĕне хуçисене сĕтшĕн уйăхра икĕ хутчен укçапа тивĕçтереççĕ. Пĕр харăс темиçе ĕне сăвакансем те пур. Вĕсем сĕт укçипе усă курса çирĕп хуçалăх тытса пыраççĕ, ачисене те хулара хваттерсем илме пулăшаççĕ. Калама çеç ансат, ĕçлеме ỹркенменнисем, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем анчах темиçе ĕне усрама пултараççĕ.
Юлашки çулсенче ялсем ватăлса пынине кура ĕне усракансем те тăруках чакса кайрĕç. Килте пенсионерсем иккĕн анчах пурăнакансем ĕнисене сутса пĕтерчĕç, малтан арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсене вырăнти территори пайĕсене каялла тавăрса пачĕç. Çамрăксем пурăнакан хуçалăхсенче ĕне усраççĕ-ха, анчах вĕсем те ялта сахаллăн тăрса юлчĕç. Юлашки çулсенче ялта пĕр çулталăкра пĕр ача та çуралман. Ку вăл ял ватăлнине пĕлтерет. Тепĕр 50 çултан Таяпа Энтринче (ытти ялсенче те çакăн пек ỹкерчĕк) пурăнакан пулĕ-ши? Чаплă çуртсем пушă, хуçасăр юлмĕç-ши?
Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
Таяпа Энтри ялĕ.