Çирĕклĕ Шахалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта çак шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Юрий Архипов хутшăннипе хăюлăх урокĕ иртнĕ.

Юрий Архипов çара контракт мелĕпе кайнă. Кĕске вăхăтлăх отпуска яла таврăннă вăхăтра ятарласа тăван шкула пынă вăл, ачасене салтаксем патне ăшă сăмахсемпе хавхалантарса çырнă çырусемшĕн тав тунă.
Сăпайлă СВО участникĕ хăй çинчен мар, ытларах юлташĕсем çинчен, çар тивĕçне пурнăçланă май вĕсем Тăван çĕршыв чысĕшĕн, пуласлăхĕшĕн епле паттăрлăхпа хăюлăх кăтартни çинчен каласа панă. Çак тапхăрта пурнăç тути-масине самай астивнĕ Юрий Архипов ачасене шкулта тăрăшса вĕренме, хăюллă та çирĕп кăмăллă, çĕршыв хỹтĕлевçин ятне мĕн çамрăкран чыслăн упрама чĕнсе каланă.

