Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акцие хутшăнса

Акцие хутшăнса

Кăçалхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Астăвăм сачĕ» çулленхи анлă проект старт илнĕ. Экологипе патриотла акцин тĕллевĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса 27 миллион йывăç лартасси.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн округра та тивĕçлипе йĕркеленĕ. Çуркуннепе ĕç тата май уявĕн кунĕнче кăна, акă, Лаш Таяпара округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Раççей Патшалăх хăрушсăрлăхĕн службин генерал-лейтенанчĕ Алексей Сайкин тата вырăнти актив пысăк ĕç туса ирттернĕ: вĕсем лартнă 1000 ытла чăрăш, хыр, каштан, лиственница, шĕвĕр тăрăллă тирек, кедр, сырлан, пилеш, шĕшкĕ, хурăн чĕрĕ палăксене аса илтерĕç. Вĕсене çĕкленме май парасчĕ, упрасчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code