Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявран — чыспа, хавхаланупа

Уявран — чыспа, хавхаланупа

Шупашкарта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен уявне паллă тунă. Унта хутшăннă Елчĕк муниципалитет округĕн делегацине округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Уявра вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче вăй хуракансем — округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова культура аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав Çырăвне, Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Юрий Блинов вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕн Пĕтĕм Раççейри ассоциацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. «Белоозерский» обществăлла хăй тытăмлăх территорийĕ» ОО председательне Алексей Лакачова ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ассоциацийĕ ирттернĕ конкурса хутшăнса «Обществăлла хăй тытăмлăх территорийĕн чи лайăх председателĕ» номинацире I степень Диплома тивĕçнĕ ятпа саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code