80 çул каялла Аслă Аттелĕх вăрçи чарăннă. Историне илес пулсан, çак вăхăт, тен, нумай та мар. Анчах кунран-кун сахалланса пыраççĕ вут-çулăм витĕр тухнисем, мĕн пур вăй-халне çĕнтерỹшĕн панă тылри ĕçченсем.

Чăваш Тăрăмĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг иртрĕ. Ăна клуб заведующийĕ Светлана Блинова уçрĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимне итлесе мăнаçланнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă ветерансене пĕр минутлăх шăплăхра асăнтăмăр.
Уява пуçтарăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн представителĕ Ирина Горшкова, Аслă Таяпа территори пайĕн начальникĕ Анатолий Скворцов, округри общество канашĕн членĕ Васса Краснова саламларĕç.
Çĕнтерĕве çывхартма Чăваш Тăрăмĕ те хăйĕн тỹпине хывнă. Пирĕн ялтан вăрçа 214 çын тухса кайнă, вĕсенчен 103-шĕ каялла таврăнайман. Ентешсем тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне шеллемен. Николай Савинова III степень Мухтав орденĕпе, «Хăюлăхшăн» (2 хутчен), «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» (2 хутчен) медальсемпе, Иван Королева, Иван Фомкинпа Алексей Баринова III степень Мухтав, Иван Краснова, Василий Блинова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, Николай Илларионова Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Христофор Петрова «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Филипп Смирнова «Хăюлăхшăн», Василий Блинова «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Кашни паттăра яланах асра тытма тивĕç эпир.
Васса КРАСНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: митинга хутшăннисен ушкăнĕ.

