Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен республикăн Ял хуçалăх министерстви федерацин çĕнĕ «Агромотиватор» грантне илме заявкăсем йышăнма тытăннă.
Ăна ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене, хăйсен бизнесне йĕркелеме шут тытнисене пулăшас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ. Чăваш Ен кăçал çак программăна пурнăçлама федераци хыснинчен уйăракан укçа илекен 19 регион хушшинче малтисен ретĕнче. Заявкăсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Грантпа икĕ категорие кĕрекен çынсем усă курма пултараççĕ: республикăн ял территорийĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхне регистрациленĕ СВО ветеранĕсем тата конкурсра çĕнтернĕ хыççăн хресчен (фермер) хуçалăхне 30 талăк хушшинче шута илме сăмах панă СВО ветеранĕсем.
Гранта СВОран таврăннисем — çартан кайнисем — çеç тивĕçеççĕ. Грант виçи 5 миллион тенкĕ таран, унпа производство тата склад çурчĕ тума, юсав тата модернизаци ĕçĕсене пурнăçлама, объект патне коммуникаци çитерме, ял хуçалăх выльăхĕ (сыснасăр пуçне), кайăк-кĕшĕк, нумай çул ỹсекен ỹсен-тăранăн, çав шутра иçĕм тата хăмла çырлин хунавĕсене туянма юрать.

