Воскресенье, 22 июня, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кукуруза акнă

Кукуруза акнă

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн анлă уй-хирĕсенче тĕш тырă культурисем епле пĕр тикĕс шăтса тухнине курса куç савăнать.

— Ир акнă вăрлăх сая кайманнине иртнĕ çулсенчи тĕслĕхсенчен те курса ĕненетпĕр. Кăçалхи çанталăк условийĕ те ака ĕçĕсене маларах пуçлама хистерĕ, — терĕ Гурий Федоров председатель.

Хуçалăхра палăртнă кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн йĕркелесе пыраççĕ. Иртнĕ кунсенче кунта кукуруза акас ĕç те вĕçленнĕ. Выльăх апачĕ валли усă куракан çак культурăн лаптăкĕ 100 гектар йышăнать. Хуçалăхра акма усă курнă Обский 140 СВ, РОСС 190 МВ сортсем пысăк тухăç шантарнине те агрономсем çирĕплетсех калаççĕ. Кукуруза акакан агрегата Алексей Перцева шанса панă. Вячеслав Капламов — водитель, Евгений Смирновпа Валерий Перцев сеяльщиксем пулса тăрăшнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Алексей Перцев механизатор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code