Республикăра хăйсен продукцине сертификациленĕ предпринимательсен йышĕ ỹссех пырать. «Манăн бизнес» центр пулăшнипе 140 ытла предприниматель хăйсен продукцийĕн пахалăхне çирĕплетнĕ.
«Манăн бизнес» продукцие сертификацилемелли тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли пулăшу ĕçĕ «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕн инструменчĕсенчен пĕри пулса тăрать.
— 2024 çулта кăна çак майпа Чăваш Енри 140 ытла предприниматель усă курнă. Çав шутра — пир-авăр, металл конструкцисен, строительство материалĕсен, сĕтел-пукан, ĕçме-çиме производителĕсем. Продукци сертификацийĕ — ячĕшĕн тăвакан ĕç мар, саккунпа çирĕплетнĕ тивĕç, — тенĕ вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
Раççейре тата Еврази экономика пĕрлĕхĕнче Таможня союзĕн техника регламенчĕсем вăйра тăраççĕ. Вĕсем тавар хăрушсăрлăхĕпе тата пахалăхĕпе çыхăннă требованисене çирĕплетеççĕ. Обязательнăй майпа хакламалли продукцин сертификат çукки административлă яваплăх тытасси патне илсе çитерет. Тавара вара çаврăнăшран туртса илме пултараççĕ. Унсăр пуçне, сертификатсăр предприниматель патшалăх нушисем валли таварсем сутăн илессине хутшăнаймасть, пысăк сетьсемпе ĕçлеймест, ют çĕршывсен рынокĕсене тухаймасть.
— Тĕслĕхрен, ачасем валли тумтир çĕлекен предпринимателĕн коллекцие сутлăха кăлариччен маларах вăл Таможня союзĕн техника регламентне тивĕçтернине çирĕплетмелле. Пусма-тавар ỹте аллерги памасть-и, çĕвĕсем çирĕп-и, материала пĕветме усă курнă сăрăсем сиенсĕр-и — пĕтĕмпех тест витĕр кăлармалла. Материал тĕслĕхĕсене тĕрĕслев витĕр кăларман пулсан предприятин поставщика е технологие улăштарма тивет. Çакă вара рынока тухас вăхăта тăсать, продукци хăй хаклăхне ỹстерет. «Манăн бизнес» центр ертỹçи Татьяна Макаркина палăртнă тăрăх, çак условисенче патшалăх пулăшни тăкаксен 90 проценчĕ таран хăй çине илни — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

