Четверг, 17 июля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç тĕрекĕ

Пурнăç тĕрекĕ

Çирĕп çемье — пурнăç тĕрекĕ.Таяпа Энтри ялĕнче çавăн пек çемьесенчен пĕри — Тукасра пурăнакан Петр Сергеевич Григорьев çемйи.

Петя хамăр ял хĕрĕпе — Иринăпа мăшăрланчĕ. 5 ача çуратса ỹстерсе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларчĕ мăшăр. Икĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ ашшĕпе амăшĕ тăрăшнипе хăйсен ĕç вырăнĕсене тупса тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ. Петя Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Ирина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухса учитель специальноçне алла илнĕ. Вĕсене хăйсен ĕçĕпе ĕçлеме май килмерĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пурнăç арпашăнса кайнă тапхăрта ĕç вырăнĕ тупма йывăр пулнăран, вĕсем ытти нумай çынсем пекех суту-илỹ енĕпе хăйсем тĕллĕн ĕç пуçарса ячĕç. Нумай çул хушши тĕрлĕ çĕртен тавар кỹрсе килсе таврари ялсенче пурăнакансене хуçалăхра куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерсе пурăнчĕç. Питĕ тăрăшса ĕçлетчĕç. Хăйсем тăрăшнипе икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартса лартрĕç, хуралтăсем купаларĕç, картишне брусчатка сарчĕç. Вĕсем патне пырса кĕрсен пур çĕрте те таса, тирпейлĕ пулни çийĕнчех куçа курăнать. Ирина тĕрлĕ тĕслĕ чечексем лартса ỹстерме юратать. Умри пахчинче, картишĕнче, хыçалти пахчара та тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пахча çимĕçĕ те темĕн тĕрли пур. Ачисем килте пурăннă чухне ашшĕпе амăшне нумай пулăшнă. Халĕ икĕ ывăлĕ хăйсен çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Олесьăпа Лена хĕрĕсем те çемьеллĕ, вĕсем те — Шупашкарта. Маша хĕрĕ — кĕçĕнни, ашшĕ-амăшĕпе пурăнать-ха, шăл тухтăрĕ пулма вĕренет.

Ачисене пурнăç çулĕ çине кăларсан Петьăпа Ирина суту-илỹ ĕçне пăрахрĕç. Тимурпа Дима ывăлĕсем ашшĕне хăйсемпе пĕрле аякри хуласене груз турттарма илсе кайрĕç. Петя Дима ывăлĕпе ылмашăнса рейса çỹрет, ывăлĕсене автомашинисене юсама, пăхса тăма пулăшать. Ирина вара килтен тухмасăрах ĕçлет. Вăл диспетчер, бухгалтер вырăнĕнче те, интернет урлă тĕрлĕ хулари организацисемпе çыхăнса килĕшỹсем çирĕплетет — Тимурпа Дима валли ĕç тупса парать. Хĕрĕсем хăйсен специальноçĕсемпе хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисемпе кăна мар, мăнукĕсемпе те савăнса пурăнаççĕ.

Петр Сергеевичпа Ирина Зиноновна манăн куç умĕнче ỹссе çитĕнсе ялти шкултан вĕренсе тухрĕç. Вĕсене иккĕшне те эпĕ вĕрентнĕ, иккĕшĕ те отличниксем пулнă. Ирина шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем шăрçалама юрататчĕ, шкулта учительте ĕçленĕ пулсан сăвă кĕнеки те çырса кăларатчĕ пулĕ, анчах унăн урăхла çул пулчĕ. Аслă пĕлỹ илни вара ăна çемье бизнесне пуçарса яма лайăх пулăшрĕ. Ирина Петьăна пулăшса пынипе те вĕсен ĕçĕ ăнса пырать. Вĕсем мул пуçтарса ачисене те хваттерсем туянса панă. Çемьере килĕшỹ пулсан пурнăçĕ те çапла ăнса пырать.

Григорьевсем тепĕр сăваплă ĕç те пурнăçлаççĕ. Петьăн ашшĕ вилнĕ хыççăн çурчĕ пушанса юлчĕ. Амăшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă. Елчĕкре Иринăн амăшĕпе пĕр тăван 90 çулхи Валя аппăшĕ пурăнатчĕ. Халĕ ăна çак çурта пурăнма куçарса килнĕ. Валя аппăшĕ хăй тĕллĕнех лайăх çỹрет пулин те Ирина ăна пăхса тăрать, кашни кун апат пĕçерсе çитерет, хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама та пулăшать. Валя аппăшĕ хăй çамрăкрах чухне Иринăна эмел курăкĕсем пухма вĕрентнĕ, кăмпа татма илсе çỹренĕ пулсан, халĕ Ирина хăй эмел курăкĕсем пухса вĕсемпе сипленме пĕлет, тĕрлĕрен чей курăкĕ те нумай хатĕрлет вăл кашни çулах. Петьăпа Ирина нихăш ĕçрен те ỹркенмеççĕ, çавăнпа çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ.

Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code