Аслă Пăла Тимешри хăватлă ĕçсем тăвакан Николай Аттемĕр ячĕпе хисепленсе тăракан чиркỹре Аслă Мăнкун уявне тивĕçлипе кĕтсе илнипе пĕр вăхăтрах кунта настоятель пулса вăй хунă Анатолий Сорокина (ăна чиркỹ картишĕнче тискеррĕн вĕлернĕренпе 15 çул çитрĕ) чыслăн асăнчĕç.
Алексей Павлов иерей пилĕпе чиркỹре малтан юсав ĕçĕсене пурнăçларĕç. Юсавпа тирпей-илем ĕçĕсене Антонина Петрова йĕркелесе пычĕ. Укçа-тенкĕ, ĕç хатĕрĕсем тĕлĕшпе ял халăхĕ те питĕ пысăк пулăшу пачĕ. Тамара Пыркина, Валентина Петрова, Галина Царева сăрласа якатас ĕçсене пысăк пахалăхпа, кĕске вăхăт хушшинче пурнăçларĕç. Тасатса тирпей-илем кĕртес ĕçре Галина Зайцева, Елена Лисицына, Алефтина Плотникова, Раиса Туриева, Валентина Андреева, Фаина Сергеева, Анна тата Анатолий Козловсем, Олег Веников, Олег Афанасьев, Эльфрида Дементьева, Валентина Селиванова, Валентина Викторова, Раиса Сапожникова, Галина Тихонова нумай вăй хучĕç. Сĕтел хатĕрлесе хăнасене сумлăн кĕтсе илес ĕçе Валентина Васильева йĕркелесе пычĕ.
Çапла майпа пĕрлĕхре вăй пулнине халăх ĕçпе çирĕплетсе пачĕ.
Зинаида ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн ертỹçи.