Пирĕн республика «Ялта чи лайăххисем» агрослета хатĕрленет. Унта кăçал Федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсенчи çамрăксем те хутшăнĕç. Хăнасем валли уйрăм экскурсисем йĕркелеме палăртнă. Агрослет кăçал çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Тăвай округĕнче иртĕ. Унта тĕрлĕ профессиллĕ 1500 яхăн çамрăк пуçтарăнĕ. Уяв яланхи пекех слета хутшăнакансен парачĕпе уçăлĕ. Программа анлă пулĕ: ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, ăмăртусем, тĕлпулусем, конкурссем, концертсем… Тĕслĕхрен, агроблогерсем контет тытса пыма, социаллă сетьсемпе ĕçлеме вĕрентĕç. Çавăн пекех пулă яшки тата пăтă пĕçерекенсен хушшинче чи лайăххисене палăртĕç. Кунтах «Пуçаруллă бюджет» программа тата ТОСсем мĕнле ĕçленин пирки тĕплĕн пĕлме, ĕç опычĕпе паллашма май пулĕ. Чăваш тĕрри те малти вырăнта пулĕ: ăстасем тĕрлес вăрттăнлăхпа паллаштарĕç. Аслă вăрçă пирки кăларнă кĕнеке презентацийĕ те иртĕ. Кĕнекесен куравне те йĕркелĕç. Слета пултарулăх коллективĕсемпе профессионал юрăçсем илем кỹрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева слетра агротуризм темипе лапам йĕркелĕ.
Слета иртнĕ çулхи евĕр çамрăк çемьесем те хутшăнĕç. Вĕсем валли те кăсăклă программа хатĕрлеççĕ. Кăçалхи агрослета Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халаллĕç — çавна май патриотлăх теми тĕп вырăнта пулĕ. Агрослет «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» чĕнỹпе иртĕ. Чăваш Енĕн хĕрарăмсен союзĕн ертỹçи Наталья Николаева пĕлтернĕ тăрăх, унта вăрçă юррисем янăрĕç, çĕнтерỹ вальсĕ ташлĕç, «Воин» центр ĕçченĕсем çар техникипе паллаштарĕç. Агрослета ятарлă çар операцине хутшăнакансене, СВО ветеранĕсене йыхравлама палăртнă.
И.ПЕТРОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ.

