Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çухалса каймалла мар»

«Çухалса каймалла мар»

Кирек хăш ялăн мăнаçлăхĕ — унăн çыннисем. 565 çулпа пыракан Аслă Елчĕкĕн историне пархатарлăхпа çырнă е халĕ те хăйсен хастарлăхĕпе çĕршыв шайĕнче çĕклекенсем иксĕлми. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем кăна паян 34-ăн!

СВО паттăрĕсенчен пĕринпе — Александр Обручков лейтенантпа Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине уявланă ялти митингра тĕл пулма тỹр килчĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ: вăл пĕлтĕр те паллă событие тăван тăрăхра кĕтсе илнĕ. Ку çеç те мар. Округ центрĕнче йĕркеленĕ çамрăк армеецсен парадне ертсе пынă. Хальхинче ял-йыш, вĕренекенсен умĕнче сăмах каларĕ.

Ĕçчен, сăпайлă…

Сашăпа унччен пачах курнăçман. Çапах та ăна унăн çывăх çыннисем урлă хак пама пултаратăп. Амăшĕ — Антонина Сильвестровна — тивĕçлĕ канăва кайиччен чылай çул ялти почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшнă. Виçĕ ачинчен кĕçĕнни, Аня, шкулта пĕлỹ илнĕ май, амăшĕ пухусенчен юлман, унăн вĕренỹри ĕçĕпе ытти чухне те кăсăкланатчĕ. Тĕпренчĕкĕ вĕренỹре те, спортра та тăрăшуллăччĕ. Халĕ Мускав облаçĕнчи Балашихăра медсестра пулса ĕçлет.

Улми йывăççипе юнашар ỹкни тỹрех курăнчĕ: офицер çав тери сăпайлă, калас тенине кĕскен, виçеллĕ пĕлтерет. Хăш-пĕр çынна çакăн пек лару-тăрура та аван пĕлме пулать. Ĕçчен тата яваплă та пулни Николай Волков шкул директорĕ пĕлтернинчен çиеле тухрĕ:

— Саша отпуска килсен кашнинче тĕл пулатпăр-ха, -терĕ вăл. — Хăй вара ялан васкать. Пĕлетĕп: ĕçсĕр лараймасть.

Митинг кунĕ çумăр çукаласа тăнăран Саша:

— Çĕр улми лартмаллаччĕ… — тенинче те кăнăçсăрлăхĕ палăрчĕ…

Александр Геннадьевич Мускаври хальхи гуманитари академийĕнче экономиста вĕренсе тухсан 2015-2022 çулсенче Шупашкарта хăйĕн сĕтел-пукан туса кăларакан фирмине йĕркеленĕ, тĕп хулапа Хусанта лавккасем те уçнă. Теветкелĕхсĕр пулмасть вĕт çакă.

— Сашăн пĕтĕм ĕçе алли пырать. Шкулта «Гений çулĕпе» музей йĕркеленĕ чухне витринăсене, шкафсене илсе килсе вырнаçтарсах пачĕ. Хăйех малтан тĕплĕн виçсе хатĕрленĕ вĕсене, — Николай Анатольевич та унăн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхне уçса пачĕ.

Çемье пуçлăхĕ, Геннадий Александрович, ĕç биографине пĕр вăхăт Елчĕкри кирпĕч завочĕпе çыхăнтарнă, ун хыççăн нумай çул Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн утарне пăхса тăнă. Хăйсен те вĕлле чылай. Ывăлĕ кунта та айккинче сăнаса тăракан йышши мар…

Александр Обручков ялти, 10-11 классенче Елчĕкри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Отличник, уйрăмах истори предметне юратнă. Апла пулин те малашлăхра хăйне шут ĕçĕнче курнă: 2006-2008 çулсенче Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче бухгалтер профессине алла илнĕ.

…хăюллă, паттăр

Колледж пĕтернĕ çулхинех Александр салтак тумне тăхăнать: Раççей Оборона министерствин Мускаври хуралĕн 1-мĕш уйрăм стрелковăй бригадин отделени командирĕ. Çар çыннисем ăна «Семенов полкĕ» тесе те калаççĕ.

2022 çулхи юпа уйăхĕнче çывăх тăванĕсем, ял-йыш ăна каллех çар ретне ăсатать. Хальхинче — ятарлă çар операцине. Ульяновскра иртнĕ кĕске хатĕрленỹре ăна, аслă пĕлỹллĕскере, тỹрех прапорщик звани параççĕ, мотострелоксен взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çав çулхи тепĕр уйăхранах — лейтенант. 2024 çулхи пуш уйăхĕнче мотострелоксен ротине ертсе пыма пуçлать. Вăл вăхăтчен, 2023 çулхи раштав уйăхĕнче, ăна «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.

Александр килтисене пăшăрхантарас мар тесе унти лару-тăру çинчен çиелтен кăна пĕлтерет. Йăпăртлăх телефонпа çыхăнсан та ытларах хăй калаçма тăрăшать, çемье, ял-йыш çинчен ыйтса пĕлет, ачасемпе хутшăнать.

А.Обручков тăракан чăваш полкне Ульяновскран тỹрех Запорожье тăрăхне — Каховск шыв управĕ çывăхне ăсатнă. Çĕнĕ çул хыççăн тăшман еннелле — шалалла кĕнĕ. Пуш уйăхĕнче — пĕрремĕш çапăçу: тăшманăн диверсипе разведка ушкăнĕн çулне пỹлес тĕллевпе 20 салтак 8 талăк оборона линине тытса тăнă.

«Мотор» хушма ятпа çапăçакан 36-ри офицер медальпе чысланин сăлтавне çапла кăна уçăмлатрĕ. Паттăр хỹтĕлевçĕн сăпайлăхĕ ун çумĕнчен ку хутĕнче те «хăпмарĕ».

— Пирĕн боецсем задание кайнă чухне камăн ăçта тăмаллине-пымаллине званипе должноçа пăхса палăртмастпăр, — тет командир. — Унта ытлашши каламасăрах мĕн тумаллине пурте пĕлеççĕ.

Хăйĕнпе тỹррĕн çыхăнманнине «Мотор» каласа пама хирĕçех мар.

— Салтак пĕр-пĕр ĕçе хăнăхса çитсен хăйне-хăй контрольлессине манса кайма пултарать, унăн вара хуть те мĕнле самантра та çухалса каймалла мар. Çавăнпа тăтăшах вĕренни — ытлашши пулас çук. Медицина, тактика хатĕрленĕвĕпе тăтăшах занятисем йĕркелетпĕр. Аманнă салтак пĕрремĕш пулăшăва хăйне хăй пама тăрăшмалла, ыттисене шанмалла мар. Ал-урана жгутпа туртса çыхма, бинтпа йăвалама, укол тума пĕлни кирлĕ. Пĕвенпе усă курнă май вăхăтне çырас пулать, мĕншĕн тесен пĕр сехетрен çын клетки вилме пуçлать. Çак е ытти саманта пушă вăхăтсенче тишкеретпĕр те.

«Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медале те тивĕçнĕ ентеш ăна шанса панă чăваш полкĕ малалла куçса пынине, хăйсен умне лартнă задачăсене пурнăçлама хатĕррине палăртрĕ…

…Александрăн çемйи Шупашкарта пурăнать. Пулас мăшăрне вăл çичĕ ютра шыраман — амăшĕ çуралнă ялтах, Таяпа Энтрире, тĕл пулнă. Ольга медицина колледжне пĕтернĕ. Çапах та ку тытăмра нумай ĕçлемен, хăйĕн илем салонне уçнă. Мăшăрĕ пекех вăл та çĕнĕ ĕçе пуçăнма хăраса тăман. Вĕсен — икĕ ача. Демьян часах 1-мĕш класс пĕтерет, Эвелина та кăçал ун сукмакне такăрлатĕ. Ашшĕ пекех вĕсем те çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса питĕ шанаççĕ.

Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code