Пирĕн ентешсем Украинăри ятарлă çар операцийĕнче вырăс çĕрĕсене нацистсенчен тасатас тĕллевпе çар присягине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Вĕсен хушшинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тĕрлĕ орден-медале тата çар командованийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнисем те пур. Шел, хăш-пĕр награда хуçине вăл çапăçура пуçне хурсан кăна «шыраса тупать».
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2024 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Александр Петрович Шаков сержанта Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă.
Кĕскен кăна çакна палăртма пулать: Александр Шаков (10.09.1978-10.10.2024) Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Канашри ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕреннĕ. 1996-1998 çулсенче Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра тăнă. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. 2023 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче тепĕр хутчен салтак тумне тăхăнать, хальхинче хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнать.
Паттăр салтака тăван ял масарĕнче пытарнă.

