Воскресенье, 22 июня, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлава пурте хутшăнар

Сасăлава пурте хутшăнар

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Мероприятие хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова ĕç коллективĕсемпе тĕл пуличчен Курнавăш территори пайĕнче çуллахи шыва кĕмелли сезона мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Ятарлă вырăнсем округра пурĕ саккăр. Çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси яланах çирĕп контрольте пулмалла.

Ĕçлĕ ушкăн Вырăскассинчи культура çуртĕнче пулса «Белоозерский» ТОСа йĕркеленин уçлăхĕпе те (унăн ертỹçи Алексей Лакачов Чăваш Енре I степень Диплома тивĕçнĕччĕ) паллашнă. Пĕлтĕр организацие ял çыннисен ĕçĕпе канăвне тухăçлă йĕркелеме оборудовани уйăрни ĕçе самай çăмăллатнине палăртнă кунти ĕçченсем.

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă май ертỹлĕх «Вĕренỹ — пурнăçри çитĕнỹсен уççи. 2024-2025 çулсенчи вĕренỹ отраслĕн ĕç итогĕсем. Аслă шкулсемпе техникумсене вĕренме кĕмелли кампани» ыйтăва тишкернĕ. Республикăри 380 шкулта 151 пин ытла ача пĕлỹ илет, çав шутран 1-мĕш класра — 13,8 пин. Пирĕн округра 1300 ача вĕренет. Чăваш Ен предмет олимпиадисен рейтингĕнче çĕршывра 20 чи лайăх регион шутне кĕрет. Кăçал вара республика представителĕсем Раççей шайĕнче ултă 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Регион тапхăрĕнчи тĕрĕслеве пирĕн шкулсенчи 32 ача 16 предметпа хутшăннă, вĕсем хушшинче — 1 çĕнтерỹçĕ тата 7 призер. Шкул пĕтерекенсен йышĕнче 11-мĕшсем 68-ăн, 9-мĕшсем — 150-ăн. Июнĕн 20-мĕшĕнчен 18 техникумпа колледжа, 12 аслă шкула вĕренме кĕме заявленисене йышăнасси пуçланать. Пĕрремĕш курса илме 11 пин бюджет вырăнĕ, çав шутран республика бюджетĕнчен 7 пин вырăн пăхса хăварнă.

Тĕл пулура «Пушкин картти» тавра та пынă калаçу. Вăл, калас пулать, «Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Округри 376 шкул ачи Елчĕкри культура керменĕнче карттăпа усă курса республикăри театрсемпе концерт коллективĕсен пултарулăхĕпе паллашма пултарать.

Раççейри «Пурнăç инфратытăмĕ» онлайн-сасăлав пирки пĕрре мар хыпарларăмăр. Ку тĕлĕшпе округра Елчĕкри Совет урамĕнчи аллейăна тата Аслă Елчĕкри Тĕп лапам çумĕнчи сквера хăтлăх кỹмелли проектсене ĕçе кĕртес тĕллевпе сасăлава хутшăнать округ халăхĕ. Сасăлав июнĕн 12-мĕшĕччен пырать. Унта кашниех хутшăнар.

Пĕрлехи информаци кунĕнче Алевтина Федорова тата Леонард Левый граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

(Хамăр корр.).

Сăн ỹкерчĕкре: Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ĕçлĕ ушкăн Çĕнĕ Пăва шкулĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code