тенĕ шыв пирки ĕлĕкех ваттисем.
Çанталăк яланах сулхăн тăмĕ. Ăшă кунсем пуçлансанах, акă, шыва кĕме туртăнăпăр. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсе пынă май кỹлĕ-пĕве таврашĕнче уйрăмах ачасем йышланĕç. Вĕсемшĕн пысăк савăнăç унта ишсе киленни.
Çапах та шыва кĕрекенпе инкекĕ те юнашар пулма пултарать. Çавна май ачасен аслисемпе кăна каймалла шыв хĕррине. Кашни территори пайĕнче ятарласа уйăрнă вырăнсем пур, çавăнта çеç кĕмелле шыва.
Шыв халех ăшăнса та çитмен. Çакă шăнăр туртса хурас хăрушлăха ỹстерет. Тỹрех сикме те юрамасть шыва, малтан хусканусем тумалла, кĕлеткене йĕпетмелле. Тарланă хыççăн пушшех тăхтас пулать. Ỹсĕр çыншăн «тинĕс те чĕркуççи таран кăна» та, çавăнпа унăн шыва кĕресси пирки шутламалли те çук.
Çут çанталăк ирĕклĕхĕнче асăрханулăх çинчен пĕрре те манар мар!

