Воскресенье, 22 июня, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Усăллă мероприяти

Усăллă мероприяти

Майăн 15-мĕшĕнче паллă тунă Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăра банк тата пенси фончĕн сотрудникĕсем хутшăннипе çемьере укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи плансене çирĕплетесси тата финанс пĕлĕвне ỹстересси енĕпе кирлĕ те усăллă мероприяти иртрĕ.

Спикерсен — бизнес-мероприятире тухса калаçакансен паха сĕнĕвĕсене шута илмелĕх пур. Вĕсем, çемьесемпе тĕл пулнипе усă курса, финанс хăрушсăрлăхне йĕркелесси, хальхи вăхăтри банк приложенийĕсемпе усă курасси, çемье тупăшне пĕлсе пайласси, перекетлĕх программисен усси, Раççейри пенси тытăмĕ тата унăн уйрăмлăхĕсем, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă информаци илесси пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Мероприятие хутшăннисем çавăн пекех хăйсене кăсăкланатракан ыйтусем çине те тивĕçлĕ хуравсем тупма пултарчĕç. Финанс пĕлĕвĕ çирĕп пулни, паллах, кашни çемьен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси çине витĕм кỹнине пĕлсе тăратпăр.

Диана ВАСИЛЬЕВА,
тĕп библиотекăри право центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code