Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата унăн ветеранĕсене федерацин «Агромотиватор» грантне илме тỹлевсĕр бизнес план туса пама хушнă.
Ăна тивĕçтерес тĕллевпе республикăн Ял хуçалăх министерствине заявкăна çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕччен çитермелле. Çак программăна маларах палăртнă категорире АПКра бизнес пуçарма май туса парас тĕллевпе 2024 çул вĕçĕнче ĕçе кĕртнĕ. Ăна 2025 çулта пурнăçлама Чăваш Ен укçа-тенке çĕршывра малтанхи 19 регион йышĕнче илнĕ.
Бизнес планне тỹлевсĕр хатĕрлесе пани СВО ветеранĕсене ĕçе кĕске вăхăтра пуçласа яма пулăшмалла. Грант укçи 5 миллион тенкĕ таран. Унпа производство çурчĕпе склачĕ, коммуникаци тума, ял хуçалăх выльăхĕ, сыснасăр пуçне, кайăк-кĕшĕк, çимĕç паракан нумай çул çитĕнекен ỹсен-тăран хунавĕ, çав шутра иçĕм тата çĕр çырлинне, туянма юрать. Бизнес планĕ, ытти документ хатĕрлес ыйтупа «Агро-Инновацисем» предприятипе çыхăнма пултараççĕ.

