Тăвай тăрăхĕнчи 31 çулти çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл банк счетĕнчен укçа вăрланă. Ĕç-пуç икĕ çул каялла пулнă.
Арçын хăйĕн паллакан хĕрарăмĕпе хаяр шĕвекпе сăйланнă. Çак тапхăрта унăн пуçне усал шухăш кĕнĕ. Хайхискер хĕрарăм телефонĕнче «мобильлĕ банк» хушăм пуррине курнă, унăн банк счетĕнчен хăйĕнни çине 12 пин тенкĕ куçарнă. Шар куракан кăçал кăрлач уйăхĕнче çеç йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтнă. Апла пулин те пакунлисем арçын айăплине кăтартакан çирĕплетỹ нумай пухнă. Малтанхи тĕпчев вăхăтĕнче саккун урлă сикме тăрăшакан шар куракана сиен тунине йышăннă, укçана тавăрса панă. Çавах унăн явап тытма тивет. Ăна 10 уйăхлăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă.

