Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча лагерьне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăлараççĕ.
«Артек» 1925 çулта Аю-Даг тăвĕнче 4 брезент палаткинчен пуçланнă. Унран СССРти пионер лагерĕ пуçланса кайнă. Совет Союзĕнчи ачасем çеç мар, ытти çĕршывра пурăнакансем те унта лекме ĕмĕтленнĕ. Паян вăл тĕнчери чи пысăк ача-пăча центрĕсенчен пĕри. «Артек» ĕçлеме пуçланăранпа унта 1,8 миллион ача вăхăтне усăллă ирттернĕ. Паллă укçана Раççей банкĕ килĕшỹ тунă çуртсенче туянма пулать.

